Çырмари курăк вилĕмрен çăлнă
Патăрьел районĕнчи Турханти мăшăр кăвакарчăн евĕр килĕштерсе пурăнакан Гусевсем патĕнче темиçе хутчен те пулма тÿр килчĕ. Вĕсем ыттисенчен раснарах пек туйăнатчĕ: Виталий Михайловичпа Лидия Васильевна чылай çул пĕрле кун кунласан та пĕр-пĕрин çинчен куç илмесĕр ăшшăн калаçатчĕç. Чĕрери чи таса туйăма упрама пĕлни савăнтарнăччĕ мана. «Пирĕн енче ун пек арçын сайра, арăмне алă çинче йăтса çÿреме хатĕр вăл. Хĕрарăма хисеплет, кил-тĕрĕшри йывăр ĕçсене хăех пурнăçлать», — ырласа калаçрĕç ун чухне кÿршисем.