Çын пахчинче — ял уявĕ

22 Çĕртме, 2017

Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Карачура ялĕнчи çăтмах тĕнчи çинчен пĕлтĕр çырса кăтартнăччĕ. Лидия Онуфриевăн картишне, урама кăçал та юмахри сăнарсем илемлетеççĕ. Вăл хăйĕн хуçалăхĕнче, тĕрĕсрех каласан — пахчинче, ял уявне кăçалхипе пиллĕкмĕш хутчен ирттерчĕ. Кунашкалли Раççейĕпе нихăш ялта та çук пуль.

Лидия Онуфриева йывăр чире парăнтарнă хыççăн пурнăçа ытларах хаклама тытăннă, вăл унăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлет, çынна ырă тума тăрăшать. Уявччен темиçе кун маларах телефонпа калаçрăмăр. «Йăлтах хатĕр ĕнтĕ! Хăяр тăварлатăп-ха», — терĕ вăл. Пирĕн анкартинче хăяр виçĕ çулçă кăна кăларнăччĕ, унăн, ĕçченскерĕн, тăварламалăх та пулнă ав.

Ял пуçĕнче тăракан ÇÇХПИ «инспекторĕ» валли кăçал Лидия Алексеевна машина туяннă. Сăмах май, вăл чупаканскерех. «Инспекторсăр» пуçне кунти йĕркелĕхе тепĕр полицейски те «сыхлать». «Ку манекенсем илемĕшĕн кăна тăмаççĕ, вĕсем пире çул-йĕрти правилăсене пăхăнмаллине аса илтереççĕ, çамрăк ăрăва та воспитани параççĕ», — терĕ Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов.

«Пирĕн ялта 30 кил кăна. Пĕчĕк йышпах эпир нумай ĕç тăватпăр: çăл куçа хăтлăлатрăмăр, çыр-масене çÿп-çапран тасатрăмăр. Пирĕн кунта йĕрке çирĕп, çынсем çÿп-çапа тухса тăкмаççĕ, ăна пуçтарма ятарласа машина килет. Ялта Лидия Алексеевна пек хастар çынсем ытларах пулинччĕ, вăл ялшăн укçи-тенкине, вăй-халне шеллемест», — палăртрĕ ял старости 77 çулти Иван Кузьмин. Уява ытти ялтан та килнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.