Çул-йĕр япăххи канăçсăрлантарать

8 Çĕртме, 2018

Вячеслав Марков Элĕк районĕнчи ял администрацине ертсе пыма пуçланăранпа çур çул кăна иртнĕ. Çак тапхăрта Элĕк районĕнчи Шĕмшеш хутлăхĕнчи халăх ырă улшăнусен варкăшне туйса илчĕ темелле: центрти культура çурчĕн çи виттине çĕнетрĕç, Шавранчăкпа Прашкушкăнь урамĕсене хытарнă çулпа çыхăнтарма пуçларĕç...
Ку тăрăхра пурăнакансен шухăшĕпе, Мăн Ямаш урамĕсенчи тата ял çывăхĕнчи асфальтлă çула юсама та вăхăт çитнĕ. Яккушкăне автомашинăпа кĕрсе тухма кансĕр, унсăр пуçне Мăн Ямашпа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай хушшинчи икĕ çухрăма тăсăлакан çула асфальт сармалла. Çакăн пирки хĕрÿллĕн калаçрĕç çынсем ял администрацийĕ халăхпа тĕл пулса ирттернĕ ĕçлĕ калаçусенче.
19 яла пĕрлештерекен хутлăхри çивĕч ыйтусенчен тепри — халăх йышĕ чакни, демографи лару-тăрăвĕн тăнăçсăрлăхĕ: иртнĕ çул 31 çын пурнăçран уйрăлнă, çут тĕнчене 3 пепке кăна килнĕ.
Отчетлă пухусене вырăнти ертÿçĕсемпе пĕрле район администрацийĕн представителĕсем хутшăннă май хускатнă пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ паллах. Вĕсен сăмахĕ ĕçпе çирĕплентĕрччĕ кăна.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.