Çул-йĕр çинчи шăтăк-путăка çу уйăхĕн вěçěччен юсаса пĕтерĕç

Чăваш Енĕн çул-йĕрĕ çинчи шăтăк-путăка çу уйăхĕнче юсаса пĕтерĕç. Çул-йĕр ыйтăвне паян, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, иртнĕ республика Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă.

Республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов автоçулсен тăрăмĕ, пĕтĕмĕшле илсен, тивĕçтернине пĕлтернĕ. Виçĕмкун ятарлă ушкăн федераци трассисене тĕрĕсленĕ те Канаш районĕнчи Шăхасан патĕнчи çул начаррине асăрханă. Ларăва ертсе пынă республика ертÿçи Михаил Игнатьев министра çул-йĕр хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тěплě тĕрĕслесе тăма хушнă. "Строительство организацийĕсем хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пымасан явап тыттармалла. Çулсем çинчи шăтăк-путăка çу уйăхĕн вěçěччен пěтермелле. Малашне тĕплě юсав ирттерме тăрăшмалла. Шăтăк-путăк сапланипе кăна май килмест", - палăртнă Михаил Игнатьев.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас