Комментари хушас

8 Ака, 2015

Мĕнле сасăлатăн, çапла пурăнатăн

Тăван республикăмăрăн малашнехи пурнăçне палăртакан суйлавччен, шухăшласассăн, вăхăт кăштах пур пек-ха туйăнать. Çапах та кунсем-эрнесем мĕнле хăвăртлăхпа иртсе кайнине, акă, сиссе те юлаймăпăр, вĕсем шутлă çеç: сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче вара Чăваш Ен Пуçлăхне, район администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене палăртма алла бюллетень илĕпĕр те. Хамăр пурăнакан хулан е ялăн тулăх пурнăçĕпе тирпейлĕхĕ, кил-çурт хăтлăхĕ, çемье çирĕплĕхĕ, сывă пурнăç йĕрки, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, ача-пăчана вĕрентсе кăларасси тата ытти те - çак ырлăхсем йăлтах влаçа камсем килнинчен кашниех аван ăнланать. Ертÿçĕсем пире йăнăш çулпа илсе ан кайччăр тесен пирĕн тĕрĕс суйлав тумалла - çичĕ хут виçсе-хакласа сасăламалла. Мандатшăн пуçарнă кĕрешÿ - çивĕч те хĕрÿ. Тен, хаяр та пулĕ. Паллă, пăтранчăк шывра пулă тытма лайăх хăнăхса çитнисем лару-тăрăва юриех «пăтратма» тăрăшĕç. Вĕсен хăйсен тĕллевне пурнăçламалла-çке - хăйсене ырлăх кÿрекен «ылтăн пулла» тытмалла. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.