Комментари хушас

8 Ака, 2015

Çĕнĕ пуçарусем спортпа туслă пулма хавхалантараççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх ведомствисем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви те, каярах пулин те, çак кунсенче 2014 çулхи спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕ ку хутĕнче Атăл леш енче, «Росинка» физкультурăпа сиплев центрĕнче, иртрĕ.

Яланхи пекех тĕп темăпа Сергей Мельников министр тухса калаçрĕ. Доклад пуçламăшĕнче вăл 2014 çул спорт кунçулĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулнине палăртрĕ.

- Сочире иртнĕ Олимп тата Паралимп вăййисем Раççей халăхне пĕр тĕвве çыхăнтарчĕç. Çак тапхăрта кашни çын Раççей спортсменĕсемшĕн «чирлерĕ», вĕсене хавхалантарма хăшĕ-пĕри Сочие çитсех килчĕ. Паллă пулăмран Чăваш Ен те айккинче юлмарĕ. Ăна халалласа республикăра вун-вун мероприяти иртрĕ, Олимп çулăмĕн эстафетине пурте кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Спорт судйисемпе волонтерсем Олимп объекчĕсенче вăй хурса чăваш халăхĕ ĕçчен пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç, артистсемпе çамрăк мусăкçăсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Иртнĕ çул Чăваш Еншĕн спорт форумĕпе те асра юлчĕ. Çак тапхăрта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем спорт лапамне çаврăнчĕç, пĕтĕм çын хăй спортпа туслине çирĕплетме тăрăшрĕ. Форум вăхăтĕнче пирĕн республикăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе кайни те мĕне тăрать, - терĕ Сергей Владимирович. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.