Комментари хушас

28 Пуш, 2015

Мускав курма - пасара...

Ĕçлессишĕн пурăнмастпăр, пурăнассишĕн ĕçлетпĕр... Çак сăмахсене мĕнле ăслă çын калани манăçнă ĕнтĕ. Анчах та темшĕн чун тĕпнех вырнаçса юлнă вăл. Чăваш хĕрарăмĕн пачах та тÿнтерле пулса тухмасть-и-ха? Нумай чухне шăпах пурăнассишĕн ĕçленĕ пек мар, ĕçлессишĕн пурăннă пек туйăнать. Ир тăрать те хĕрарăм йăшăлтатать-йăшăлтатать... Ялтисен уйрăмах кăткăс пек туйăнатчĕ маларах. Çуркуннерен пуçласа çĕр пичĕ кăпăшка шурă юрпа витĕничченех лăш курмасть мăнтарăн. “Юрать хăть каç пулать, çĕрĕпех ĕçлемелле мар. Вырăн çине сĕтĕрĕнсе çитсе выртсанах такам пуçри кнопкăна пуснă пек çывăрса каятăп”, - каласа кăтартатчĕ ялта тĕпленнĕ пĕлĕшĕм.

Халĕ вара хулара та лару-тăру улшăнчĕ темелле. Самани витĕм кÿрет çав - мĕн тăвăн? Инçери хуласене арçынсем çÿреççĕ теме хăнăхнă та - хайхи вокзал çывăхĕнче тăракан автобуса кам ларнине сăнăр-ха: хĕрарăмсем сахалăн-им? Арçынсем мăн сумкăсемпе тухаççĕ çула. Паллă: шалта - тĕрлĕ инструмент. Вĕсем пилĕк авма тĕв тунă. Хĕрарăмсем вара - пĕчĕк сумкăсемпе. Çук çав, вĕсем те шĕкĕр хуламăра уçăлса, музейсем тăрăх çÿреме каймаççĕ - баул текеннисемпе таврăнаççĕ каялла: ыран япаласене пасара илсе тухса сутмалла. Пасар тенĕрен, тепĕр пĕлĕшĕм каласа кăтартнинчен те кулмалла, те йĕмелле? Нумаях пулмасть вăл ÿссе çитнĕ ывăлне Мускава илсе кайнă. Авланса çемье çавăрма, ача çураттарма, арăмĕнчен уйрăлма ĕлкĕрнĕ пулин те халиччен Шупашкартан тухса курман çамрăк арçын. Мĕн çисе пурăннă апла тăк? Амăшĕ пур вĕт, вăл вара - ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ чăваш хĕрарăмĕ. Хайхисем Мускавра мĕн курнипе кăсăклантăм. “Мĕн куртăр ĕнтĕ вăл? Пасар. Хам чирлеме пуçларăм, йывăр сĕтĕрниех аптратрĕ-тĕр... Ĕçлейми пуличчен ывăлăма тавар ăçтан илмеллине илсе кайса кăтартас терĕм. Пасара кĕтĕмĕр те пасартан тухрăмăр...” Çук, чăваша çапах та нимĕнле йывăрлăх та парăнтараймĕ. Фабрика-завод хупăнса пĕтсен чăваш хĕрарăмĕ те Мускава тавар патне кăна мар, пилĕк авмашкăн та çÿреме пуçларĕ: штукатур-маляр ăсталăхне алла илнисем унтан чиперех хулăнлатса килеççĕ кĕсйисене.

Çапах та пурте кил-çурта хупса хăварса инçе çĕре тухса каяймĕ. Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ вара такама та канăçсăрлантарать /мĕншĕн пурăнни пирки шухăшлама-и унта?/. Паян лайăх та ыран темĕнле? Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ черетлĕ пресс-конференцире те хускалнăччĕ çак ыйту. Михаил Игнатьев никама та урамра хăвармасса шантарчĕ. Предприяти хупăннă-и е штата кĕскетнĕ-и - патшалăх шучĕпе урăх профессие алла илме май пур. Унтан та ытла, пирĕн тăрăхра пысăк шалу илекен нумайăн марри никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тивĕçтермен çĕрте мĕн тесе тытăнса тăмалли пур - çак шухăша палăртрĕ Михаил Васильевич. Ун пеккисене те çак мелпех усă курма сĕнчĕ вăл. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен биржăра шута тăмалла та урăх специальноç вĕренмелле.

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕпе патшалăхăн çÿлерех асăннă служби çулсерен тĕпчев ирттерет. Официаллă майпа 5167 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтрах 14103 çынна ĕçе илме хатĕррине палăртса предприяти-организаци ертÿçисем çак службăна ыйтупа тухнă. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлекен районсене те тишкернĕ. Халăх мĕн чухлĕ пурăннине кура ĕçсĕррисен шучĕ Вăрмар, Муркаш, Çĕрпÿ, Куславкка, Етĕрне районĕсенче - чи сахалли.

Сăмахăма шÿтлерех пуçларăм пулин те ыйтăвĕ ку - пуçа самай çĕмĕрттерекеннисен йышĕнчен. Çынна ĕç тытса тăрать. Çичĕ хут тар кăларса вăй хураканăн вара ухмахланма - ĕçкĕпе, наркотикпе айкашма, мĕн пытармалли, тепĕр чух мăшăр сисиччен айккине кайкаласа килмешкĕн те - вăхăт та, вăй та юлмасть. Чи кирли - уншăн тивĕçлĕ тÿлени. Шăпах çакă нумайăшне канăç памасть те. Каларăм ĕнтĕ, инçе çĕре пурте тухса çÿреймеççĕ. Кунтах тăрăшакан хĕрарăмсен те халĕ киле таврăнсан тутлă апат пĕçерсе çиме, юратнă упăшкапа пĕрле çемçе диван çинче телевизр курма вăхăт çукрах. /Эсир, хăнăхнă йăлапа, хулара пурнăç канас тетĕр пулĕ-ха?/ Тĕп ĕçне вĕçленĕ хыççăн теприне васкать вăл. Е ирех тăрса темиçе çĕрте вăй хума ĕлкĕрет. Киле кам таврăнни каламасăрах паллă - тин кăна парикмахерскинчен çÿçне кăтралатса тухнă, тутлă шăршă кĕрекен, чаплă çи-пуç тăхăннă майра мар... Ура çинче чăннипех аран сулланса тăракан, хăвăртрах вырăн патне çитсе татăлса анма ĕмĕтленекен чиперкке. Çук, ку сăмаха, “чиперкке” тесе, пĕрре те шÿтлесе çырмарăм. Тÿплетсе ÿкиччен хĕрарăмăн çапах та çемйине тăрантармалла, кил-çурта хăтлăх кĕртмелле, ачисене киле панă уроксене тĕрĕслемелле, арçынни те авă ун çине çуллă куçпа пăхать... Епле пулсан та çемйишĕн тăрăшакан хĕрарăм, ывăнса çитнĕ пултăр вăл, çулĕсене кура мар ватăлнă, çывăх çыннисемшĕн пурпĕр пуринчен те чи хитри. Чи кирли вара - ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пултăр текен шухăшпа, çакна шанса-ĕненсе çывăрса каять вăл. Морфей тыткăнне пуçĕпех лекиччен ачисен пурнăçĕ унăннинчен çăмăлтарах килтĕр тесе кĕлĕ туса ĕлкĕрет...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.