Комментари хушас

Тетене - Г.Айхине - асăнса

Халь ĕнтĕ эпĕ Айхин архивне /унăн чăвашла пайне/ тишкеретĕп. Пĕр-пĕр кĕнеки пичетленсе тухсан Айхи ăна тус-тăванне парнелеме юрататчĕ - халалласа çырсах паратчĕ. Паллах, мана та парнеленĕ. Ыттисене халалласа çырнинче шÿтлени те, савăнăç та, тăванлăха мухтани те пур. Мана халалланă йĕркесем урăхларах, сăвăç унта ыттисене каламаннине - хăйне мĕнле йывăр иккенне, чунне мĕн асаплантарнине - пĕр пытармасăр уççăн пĕлтерет. Çав хăшпĕр халалне аса илесшĕн эпĕ...

Йăмăкăма

Ман тунсăха тĕнче хĕн-хурĕ
Чир евĕр турĕ ун чухне.
Шăпланчĕ музыка... Ман турă
Мана хăварчĕ пĕчченех...
 
Мана ун чух эс хăвармарăн,
Халаллă шанчăк вăйĕпе
Эс м у з ы к а пулса янрарăн -
Юри ман ятшăн пулнă пек.
 
Ман шанчăкăм каллех тур панăн
Çĕкленчĕ ирĕклĕн, тасан...
Чун кĕввипе эс - ман тăванăм,
Ыр ăсăн вăйĕпе - тăван!
30/VIII - 58 ç.
Шупашкар

1958 çулта Айхин пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнăччĕ - «Аттесен ячĕпе». Çавна парнелесе çырнă ку йĕркесене.

1960 çулта Шупашкарта А.Твар­довскин «Василий Теркин» поэми чăвашла пичетленсе тухрĕ. Куçараканĕ - Г.Айхи. Анчах та... куçараканне «пĕлмĕш» пулчĕç - кĕнекене ун хушаматне кăтартмасăр кăларчĕç. Айхи ăна мана çапла халалласа парнеленĕ. Малалла вулас...

Ева ЛИСИНА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.