Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Чăн-чăн «Кулибин»!

Петр Архиповăн килте пуçтарнă тракторне завод туса кăларнинчен уйăраймăн

Пĕлтĕр кĕркунне Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ çывăхĕнчи тÿремре хăйсем тĕллĕн трактор пуçтаракан «Кулибинсен» 4-мĕш курав-конкурсĕ иртрĕ. Канаш районĕнчи Ухманта çуралса ÿснĕ Петр Архипов пурне те хыçа хăварса «Трактор завочĕсем» концернăн генеральнăй директорĕн аллинчен Гран-при тата хаклă парне илнĕ. Хăй вара инженер та мар, тăхăр класс хыççăн тек ниçта та вĕренмен.

Петр - çамрăк, шкул пĕтерни те темиçе çул çеç. Патшалăх техника надзорĕн Канаш районĕнчи ялхуçалăх техникине пăхса тăракан Анатолий Петров унăн пултарулăхне вăхăтра асăрханă, куравсене хутшăнма пулăшнă. Анатолий Дмитриевичах Ухман «Кулибинĕн» пурнăçĕнчи пĕр интереслĕ самант çинчен каласа кăтартнăччĕ.

Пĕррехинче Петя шкултан килнелле утнă. Çартан таврăннă икĕ каччă чăхăмласа ларнă автомашинине тапратассишĕн тăрмашнине асăрханă. Двигателе вĕсем ниепле те чĕртеймен. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.