Çĕнтерÿçĕ

3 Нарăс, 2015

Чăн-чăн «Кулибин»!

Петр Архиповăн килте пуçтарнă тракторне завод туса кăларнинчен уйăраймăн

Пĕлтĕр кĕркунне Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ çывăхĕнчи тÿремре хăйсем тĕллĕн трактор пуçтаракан «Кулибинсен» 4-мĕш курав-конкурсĕ иртрĕ. Канаш районĕнчи Ухманта çуралса ÿснĕ Петр Архипов пурне те хыçа хăварса «Трактор завочĕсем» концернăн генеральнăй директорĕн аллинчен Гран-при тата хаклă парне илнĕ. Хăй вара инженер та мар, тăхăр класс хыççăн тек ниçта та вĕренмен.