Социаллă ĕçченĕн çĕнĕ статусĕ
Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче федерацин "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессин никĕсĕсем çинчен" 422-мĕш саккунĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн халăха социаллă пулăшу парас енĕпе хутшăнусене комплекслă йĕркелесси, асăннă тытăма малалла аталантарасси, хÿтлĕх шайне, пахалăхне тата эффективлăхне ÿстересси тĕп вырăн йышăнмалла.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче иртнĕ пресс-конференцире министр çумĕ Галина Германова асăннă саккун тăрăх халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе пурнăçа кĕрекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ.
"Пĕрремĕшĕнчен, патшалăх пулăшăвне тивĕçекен граждансене халĕ социаллă статус пачĕç - "социаллă пулăшу илекенсем" пулса тăчĕç. Вĕсемпе тивĕçтерекенсен реестрне йĕркелесси малалла пырать. Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн патшалăхăн шутланман организацисене - общество структурисене, уйрăм предпринимательсене, пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсене - асăннă пулăшупа тивĕçтермешкĕн пĕрремĕш хут май туса параççĕ. Çапла вара влаçăн территорири социаллă ĕçшĕн яваплă органĕсен Интернетри сайтĕнче пулăшу ыйтмашкăн пымалли организацисен списокĕсене вырнаçтараççĕ. Унсăр пуçне хÿтлĕх кĕтекенсен регистрне хатĕрлеççĕ, унта граждансем пирки, вĕсем ăна стационарта, çурма стационарта е килте илнине пăхмасăр, тулли информаци кĕртеççĕ", - палăртрĕ Галина Михайловна. Малалла вулас...