Пенси: кăçалхи çĕнĕлĕхсем
Раççей пенси тытăмĕнче кăçал чылай улшăну пулса иртрĕ, вĕсем обязательнăй пенси страхованине хутшăнакансене пурне те - паянхи тата пулас пенсионерсене, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсемпе предпринимательсене - пырса тивеççĕ.
Çĕнĕ формула
Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен граждансен пенси правине йĕркелемелли тата обязательнăй страховани тытăмĕнче пенси шутламалли хальхи йĕрке, урăхла каласан çĕнĕ формула, вăй илчĕ. Ĕç пенсийĕ икĕ тĕрли пулать: страхованилли тата пухăнса пыраканни. Пĕрремĕшне çĕнĕлле шутламашкăн пуçласа «пенсин харпăр хăй коэффициенчĕ» /пенси балĕ/ ăнлавпа усă кураççĕ, унпа гражданин ĕçĕ-хĕлĕнчи кашни çулталăка хаклаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмашкăн вĕсен шутне 30-тан ирттермелле. Асăннă виçе 2025 çултан туллин ĕçлесе каять, кăçал 6,6 балл та çителĕклĕ.
Ватлăхри ĕç пенсине тухма кирлĕ чи пĕчĕк стаж виçи те улшăннă: хальхи 5 çулран 15-е çитнĕ. Пенси балĕсем евĕрех ку енĕпе те куçăм вăхăчĕ палăртнă: кăçал чи пĕчĕк стаж 6 çулпа танлашать, 10 çулта 1-ер процент хушăнса 15-е çитет.
Пурнăçри социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăршăн - призывпа çар службинче пулнăшăн, пĕчĕк ачана пăхмашкăн илнĕ отпускра ларнăшăн, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватăна пăхса усранăшăн тата ыттишĕн - балл шутласа параççĕ.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕр балл хакĕ - 64,1. Сăмах май, пенси балĕсем çине куçарнă чухне паянхи кунччен йĕркеленнĕ правасем тата шутласа панă пенсисем сыхланса юлнă, вĕсен виçине пĕчĕклетмен. Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара балăн çулталăкри хакне тата çирĕплетнĕ тÿлевсене 2014 çулхи потребитель хакĕсен индексĕ чухлĕ пысăклатаççĕ.
Амăшĕн капиталĕ