Комментари хушас

15 Кăрлач, 2015

Кашни самант, хускану - сăнÿкерчĕкре

Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче фотопĕрлешÿсен ертÿçисен тата сăнÿкерÿпе кăсăкланакан çамрăксен республика семинарĕ иртрĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Степанович Клочков ку хутĕнче ăна хăйĕн тăван шкулĕнче ирттерес тенĕ. Мероприятие кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, республикăри учительсен хушшинче иртекен «Ырăлăх педагогики» фотоконкурса çулсерен хутшăнакан Майя Германовна Шуверова ертсе пычĕ.

Çак кун шкула хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Галина Петровна Ярославцева шкул директорĕ вĕсене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. «Асамат кĕперĕ» ташă ушкăнĕнчи илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă çамрăк артистсем хăнасене çăкăр-тăварпа хăналарĕç. Сцена çинче «Барбарики» кĕçĕннисен ушкăнĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Мероприяти пуçламăшĕнчех ачасене хушма пĕлÿ паракан ЮНИТЭКС çарпа патриот центрĕн ĕçченĕ Светлана Вячеславовна Пудовкина шкул директорне тав сăмахĕ каласа ЧР Журналистсен союзĕ ячĕпе кĕнекесем парнелерĕ. Майя Германовнăна та пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Тав хучĕпе тата кĕнекесемпе чысларĕ.

- Пирĕн пысăках мар, анчах хăтлă та тарават шкула килсе хавхалантарнăшăн сире пысăк тав. Коллективăн пĕр тĕллев - ачасене тÿрĕ çул çине тăма пулăшасси, пĕлÿ парасси, тĕрлĕ ĕçе явăçтарасси. Сăн ÿкерме те вĕренеççĕ майĕпен. Çак ăсталăха аталантарма ятарлă кружок йĕркелесен те аван пулĕччĕ, - терĕ Галина Петровна.

Анатолий Абрамов фотоăста сцена çинчех пĕчĕк мастер-класс кăтартрĕ. Çак ĕçĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Ракурс, фотожанр тата ытти пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.

- Сăнÿкерчĕк вăл - пурнăçа йĕрлесе пыраканĕ. Ача çут тĕнчене килсе мăшăрланнă тапхăр таран, унтан малалла та тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантсене сăн ÿкерсе сыхласа хăварма пулать, - терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май.

Илья Степанович вăрçă вăхăтĕнчи сăнÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Пысăк экран çинче чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк-сем куç умне черетпе тухса пычĕç. Вăрçă хирĕнче нимрен хăрамасăр хăйсен ĕçне пурнăçланă фотокорреспондентсен ячĕсене те пĕлме май пулчĕ ку презентацире.

Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕн-че вĕрентекен, фотоĕçпе кăсăкланакан Игорь Александрович Каргин çамрăк сăнÿкерÿçĕсене фотоаппарат туяннă чухне мĕне тимлемеллине каларĕ.

- Чи кирли - сирĕн çак ĕç патне туртăм пулмалла. Унсăрăн хаклă та чаплă фотоаппарат та ÿкерчĕксене чун парнелеймĕ, - ăнлантарчĕ вĕрентекен.

Красноармейски шкулĕнче технологи предметне вĕрентекен Иван Петрович Матвеев та хăйĕн презентацийĕпе паллаштарчĕ. Пейзаж ÿкернĕ чухне уйрăмах мĕне пăхăнмаллине, тимлĕх уйăрмаллине каласа кăтартрĕ. Тĕрĕс ÿкернĕ сăнÿкерчĕксем паха та хаклă, çавăнпа та кашни кадра асăрханса, тĕплĕн тумаллине палăртрĕ вăл.

Фотоĕçе юратакансем те, унпа кăсăк-ланакансем те, çак ĕçе тин хăнăхакан шкул ачисем те ку семинарта нумай çĕннине пĕлчĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашăнни вĕсене пултарулăхра çитĕнÿ-сем тума хавхалантарнине палăртрĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Анатолий АБРАМОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.