Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем. Куçма ТУРХАН

(Малалли. Пуçламăшĕ 50, 51-мĕш номерсенче).

Ирхине Çавал вăррине Шупашкартан Даниил Романов воевода отрячĕ килсе çитрĕ. Микулинский çарсене Çавал урлă каçса тутарсене хыçран хăвалама хушрĕ.

- Иртнĕ çул аслă князь жалованнăй хут парсан эсир хăвăра тутарсене хирĕç çапăçăва яма ыйтаттăрччĕ, - терĕ Микулинский Ту енчи мăрсасене. - Ун чухне сире пурсăра та çапăçăва яма май килмерĕ. Ак халь тархасшăн çапăçăр. Сĕве вăррине çитиччен хăвалăр тутарсене.

- Çапăçатпăр! Ту енчи çĕршыва çаратма памастпăр, - тавăрчĕ Тукай мĕн пур мăрсасен ячĕпе. - Эс пирĕн тĕкĕрçсене чи мала яр, воевода. Вара вĕсем мĕнле çапăçнине курăн. Сĕве вăррине çитиччен мар, Хусан патне çитиччен хăвалатпăр эпир Шах-Чурапа Явăша!

Хăвăрт тапăнса кĕнĕ тутарсем çавăн пекех хăвăрт каялла чакрĕç. Новоград Свияжский патĕнче çапăçу пулмарĕ. Сĕве вăррине çитсен Шах-Чурапа Явăш васкаса Атăл леш енне каçрĕç те нимле ясырьсĕр-мĕн- сĕр Хусаналла çул тытрĕç. Вĕсен мĕн пур ĕçĕ те ялсене çунтарса хăварни çеç пулчĕ.

Ту енчи çĕршывран таврăннă-таврăнман воеводăсем аслă князь кăçалах вăрçă вăрçма шутласа хунине пĕлчĕç. Микулинский Григорий Булгаков воеводăпа канашласа илнĕ хыççăн хăйĕн патне Ту енчи паллăрах мăрсасене чĕнтерчĕ.

- Астăватăп, эсир пĕлтĕр Ту енчи çĕршыв вырăс çарне пулăшма хĕрĕх пин тĕкĕрç тăратма пултарать тесе мухтанаттăрччĕ, - терĕ вăл. - Ак халь сирĕн сăмахăрсене тĕрĕслеме вăхăт çитрĕ. Аслă князь тем пысăкăш çарпа Хусан патне вăрçăпа килме тухмалла. Вăл киличчен сирĕн хăвăрăн тĕкĕрçĕ- сене пуçтарса отрядсем тумалла, вĕсене çапăçăва хатĕрлесе тăратмалла.

- Эпир ун чухне сире улталаман, - терĕç Тукайпа Акпарс. - Пирĕн чăнах та хĕрĕх пин тĕкĕрçĕ пур. Кирлĕ пулсан эпир вĕсене ик эрне хушшинчех пуçтарса паратпăр. Эс, воевода, çакна çеç кала: тĕкĕрçĕсене ăçта пуçтарса тăратсан майлăрах пулать?

- Ăçта? Кунта, паллах. Çарсем пурте Сĕве вăрринче пулмалла. Аслă князь Хусан патне çакăнтан иртет, - ăнлантарчĕ Микулинский.

- Юрĕ, çакăнта пухăнăпăр. Эсĕ аслă княçа пирĕн çарсем çинчен пĕлтерсе хур. Вăл пире кунта ахаль ан тыттăр, çапăçăва илсе кайтăр, - терĕ Тукай.

Çармăс мăрси Акпарс хушса хучĕ:

- Тата эпир санран çакна ыйтасшăн, воевода: эс пире, Ту енчи мăрсасене, аслă княçа Сăр хĕрринче кĕтсе илме ирĕк пар. Эпир хамăр çынсемпе вырăс çарне Сăр урлă каçма, унтан Ту енчи сĕм вăрмансем витĕр тухма пулăшăпăр.

- Кăна эс тĕрĕс каларăн, Акпарс, - терĕç ытти мăрсасем те. - Вырăс çарĕ Сăр урлă каçнă чухне пирĕн тем тесен те унта пулмалла, аслă княçа çăкăр-тăварпа çырма леш енче кĕтсе илмелле. Сăр тăрăхне яр пире, воевода, Сăр тăрăхне!

- Эсир каланă пек пултăр, Ту енчи мăрсасем, - килĕш- рĕ вĕсемпе Микулинский. - Лайăхрах кĕтсе илĕр, эппин, аслă княçа Сăр урлă каçнă чух. Анчах Сĕве вăрринче те çарсем сотниксемсĕр ан пулччăр. Йĕркесĕрлĕх сиксе тухсан каçару ан ыйтăр вара манран, - асăрхаттарчĕ воевода.

Иван Васильевич паян-ыран Мускавран тухса каяссине пĕлнĕ пекех, юлашки кунсенче ăна элчĕсем тапăнчĕç. Пĕрне кăларса яратăн - алăк патĕнче тепри ларать. Унпа калаçса пĕтеретĕн - Адашев юри тенĕ пекех тепĕрне ертсе килет.

- Эс мĕскер, казначей, мана походран тытса юлма шутлатăн-им? - хăтăрнă пек тăвать аслă князь Алексей Адашева. - Ху калаçас вырăнне çынсене ма ялан ман пата яратăн?

- Хам та калаçатăп. Пуринпе те калаçатăп, - тÿрре тухма тăрăшать Адашев. - Анчах ку элче санăн йышăнмалла, аслă князь. Унсăрăн юрамасть: султан çынни.

Ун хыççăн Адашев аслă княçа Исмаил çынни Байтеряк мăрса килни çинчен пĕлтерчĕ. Иван Васильевич вара Адашева хăйĕн сăмахĕсемпех тавăрчĕ: - Куна йышăнмасан май çук, - терĕ.

Байтеряк элчĕ Юсуф шăллĕ Исмаил ĕлĕкхи пекех Мускав майлă пулни, вăл пиччĕшĕ Хусан ĕçĕсене хутшăннипе пачах килĕшменни тата Атăл хĕрринчи нухайсемпе вырăссем хушшинчи суту-илĕве вăйлатса пыма хатĕрри çинчен шантарса каларĕ.

Ырă сăмахсемшĕн тавах сана, Байтеряк мăрса, - терĕ аслă князь. - Исмаил нуратдин ку сăмахсене чунтан каланине, вăл пирĕнпе чăнах та туслă пурăнма тăрăшнине ĕненетĕп эпĕ. Хам енчен сире çакна калама пултаратăп: эпир, вырăссем, ку туслăха питĕ хакла хуратпăр. Ăна малашне те тĕреклетсе пырсан сирĕншĕн те, пирĕншĕн те ырă пулнă пулĕччĕ. Эс киличчен кăна-ха çапла калаçса татăлтăмăр: ытлашши тырра кăçал та чи малтан сире сутас терĕмĕр. Яланхи пекех, тырăшăн эпир утсем илме шутлатпăр. Мĕнле, ун пирки нимĕн те каласа ямарĕ-и Исмаил нуратдин?

- Каласа ячĕ, аслă князь, - хуравларĕ элчĕ. - Сутлăх утсем нумай пирĕн кăçал. Хакĕ пирки çеç калаçса татăлмалла сан çыннусемпе.

- Хакне лайăх тÿлетпĕр, - терĕ кăмăлтан уçăлса кайнă государь. - Исмаил пиччен ÿпкелешмелле ан пултăр. Тата, хамăр хушшăмăрта каласан, урхамахсем те пит ĕлккен сирĕн. Вĕтĕрех пулин те çав тери чă- тăмлă утсем.

- Чăтăмлă та йăлттам! - савăнса каларĕ элчĕ. - Чĕлпĕре туртма та кирлĕ мар, хăйсемех çил пек ыткăнаççĕ. Э-э, утсем лайăх пирĕн, лайăх!

Аслă князь патĕнче пулнă хыççăн Байтеряка тепĕр хут Адашевпа Висковатый йышăнчĕç. Иккĕшĕ те кăмăллăн калаçрĕç унпала. Усрасса та аякран килнĕ элче Мускав шывĕ хĕрринчи чаплă çуртра усрарĕç. Исмаил çынни Анат Атăла темĕн чухлĕ парне тиесе тухса кайрĕ.

Кун хыççăн государь тек элчĕсене пĕрне те йышăнмарĕ. Вĕсемпе калаçса ларма вăхăт тупăнмарĕ ĕнтĕ унăн. Çула тухмалли кун çывхарса пынăçемĕн аслă князь патне тĕрлĕ ыйтупа - пысăккипе те, пĕчĕккипе те - воеводăсем чупма пуçларĕç. Суздаль, Кострома, Ярославль, Юрьев, Шуя, Муром хулисенчен ялан воевода çыннисем килчĕç, вĕсем унта çарсем мĕнле пуçтарăнса пынине пĕлтерсех тăчĕç.

Государь уйрăммăнах кăнтăрти воеводăсенчен килекен хыпарсене чунтан пăлханса кĕтрĕ. Ку хыпарсем ăна пĕрре те савăнтармарĕç. Хусана хирĕç пысăк поход пуçлас тенĕ чух Крымран унти çĕнĕ хан Девлет-Гирей тапранчĕ, ялсемпе станицăсене çунтарса çурçĕрелле хăвăрт тапăнса кĕме пуçларĕ.

Аслă княçпа ун воеводисен умне пĕр тăруках икĕ тĕрлĕ йывăр ĕç тухса тăчĕ: Мускав хăратма пăхакан Девлет-Гирее те хăваласа ямалла, çавăнпа пĕрлех палăртса хунă похода та тепĕр вăхăта хăвармалла мар.

Крымра çулталăка яхăн хан пулса пурăннă Девлет-Гирейпе ун пиччĕш-шăллĕсем самай йышлă çар пуçтарнă пулмалла, малти отрядсем вĕсен утлă çарне çийĕнчех тытса чараймарĕç.

Çапах та аслă князь нумай пулмасть çеç Мускавран ăсатнă полксене, вĕсене ертсе пыракан çамрăк та хастар воеводăсене шанчĕ: кусем тăшман умĕнче тÿрех чакас çук.

Çĕртме уйăхĕн вун улттăмĕш кунĕнче Мускав чанĕсем халичченхинчен хытăрах та хаваслăрах янăрарĕç. Хула урамĕ- сем тăрăх ура айĕнчи чулсене кисретсе, сывламалла мар тусан кăларса похода кайма тухнă стрелецсем, пищальниксем тата посошниксем иртрĕç. Пăртак тăрсан урамсенче патша полкĕнчи утлă çар курăнса кайрĕ. Ун хыççăн кош тата наряд кĕмсĕртеттерсе иртрĕç.

Аслă князь Мускавран тухсан хула çывăхĕнчи Коломенское текен ялта кăшт чарăнса тăчĕ, унтан патшапа ун çыннисем Остров ялне çул тытрĕç. Ку ял çул çинче çĕр каçма палăртса хунă пĕрремĕш вырăн пулчĕ.

Тин çеç карнă чатăрта патша тĕрлĕ çĕртен воеводăсем хыпарпа янă çынсене йышăнчĕ. Вĕсен хушшинче кăнтăрти хуласенчен килнĕ воинсем те пулчĕç. «Çыран хĕрринчи воевода» Айдар Волжанин ăна Крым çыннисем Çурçĕр Донец урлă каçни çинчен пĕлтерчĕ.

Девлет-Гирей тинĕс тавра- шĕнче çеç ашкăнса çÿресшĕн мар иккен-ха, çеçен хирсем урлă каçса Мускав патнех çывхарасшăн. Шĕкĕр хула патне çывăхарах çитсен «парне» ытларах парĕç тет-ши вăл? Кирек мĕн каласан та, пĕр тĕллевĕ паллă унăн: çĕнĕ хан Мускав çарне Атăл хĕррине вăрçăпа кайма кансĕрлесшĕн.

«Кăна тума пултарать вăл, - шутларĕ аслă князь çыру хучĕ-сене хăйĕн дьякне тыттарса. - Кăнтăрти полксене темиçе эрнелĕх тытса чарать те пирĕн ĕçе пăсса хурать. Воеводăсен кĕтсе тăмалла мар, часрах çапăçăва кĕме тăрăшмалла. Мĕнле чухламаççĕ-ха çавна манăн çар пуçĕсем? Эп ятласа ярасса кĕтеççĕ-и?»

Похода тухнăранпа пĕр эрне иртсен государь Крым тутарĕ-сем Тула хулине хупăрласа илнине пĕлчĕ.

- Григорий Темкин хулана тутарсене патăр çеç, тÿрех пуçне касса татма хушатăп, - терĕ вăл воеводăсен умĕнчех. - Эп ăна тутарсене хирĕç мĕнле çапăçмаллине вĕрентĕп.

Итлесе тăракан воеводăсене ку сăмаха патша юри вĕсемшĕн каланăн туйăнчĕ.

Малалла вара аслă князь патне хаваслăрах та хаваслăрах хыпарсем килме пуçларĕç. Муромра вăл Ту енчи çĕршывра тăракан Семен Микулинскипе Даниил Юрьев воеводăсем унта тапăнса кĕнĕ тутарсене аркатса тăкса Хусан мăрсисене темиçе çынна тыткăна илни çинчен пĕлчĕ. Çĕртме уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Девлет-Гирейĕн вăтăр пинлĕ çарне çĕнтерни çинчен хыпар çитрĕ.

Ку хыпара пĕлтерме аслă князь Патша полкĕнчи пур çар пуçĕсене те хăй патне чĕнтерчĕ. Дьяксене вĕсем валли пĕрер черкке мальвази хатĕрлеме хушрĕ.

(Малалли пулать).

- Турă пирĕн тĕрĕс ĕçе курса тăрать. Тулăран килнĕ хыпар пире турă телей те ăнăçу суннине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, - терĕ вăл çар пуçĕсене çĕнтерÿ ячĕпе черкке йăтма сĕнсе. - Эпир - походри çынсем, анчах та ку савăнăçшăн кăштах пыра йĕпетсе илсен те çылăх пулас çук. Кăнтăр енчи хăрушлăх пĕтмен-ха, çапах та ĕнтĕ эпир Хусан патнелле пĕр иккĕленмесĕр, хăюллăнрах кайма пултаратпăр. Походран çĕнтерÿпе таврăнассишĕн, тутарсене тата тепĕр çĕрте - Хусан патĕнче татăклăн аркатса тăкассишĕн, манăн тăванăмсем! Турă пире унта та телей патăр!

Государĕн воеводăсем валли хыпар пĕлтернисĕр пуçне те ĕç пулнă иккен. Крым çарĕсенчен сыхланас тесе вăл темиçе воеводăна хăйĕн çарĕсене кăнтăрарахри çулсемпе илсе кайма, тăшман вăйĕсене тĕл пулсан вĕсемпе тÿрех çапăçăва кĕме хушрĕ. Полксем пуçтарăнмалли вырăн малтан каланă тĕлтех - Сăр хĕрринче, унăн вăтам тăрăхĕнче, терĕ аслă князь. Шемякинпа Проскуров воеводăсен яртаул отрячĕсене унта çитиччен хытăрах кайма, хăйсем хыççăн пыракан посошнăй çарсемпе пĕрле часрах çулсене юсама тата кĕперсем хывса хатĕрлеме хушрĕ.

Арзамас патне çитеспе вырăс çарĕ канма чарăннă вырăна Касимовпа Темников княçĕсем, ирçе тата çармăс мăрсисем йышлăн пыма пуçларĕç. Вĕсем аслă княçа саламларĕç.

...Иштерек килĕнче вăрçа каякансене пурăнан пурнăçра пĕрремĕш хут ытлашши татăлса йĕмесĕр, хăй тĕллĕнех шăпăртатса анакан куççульне çынна кăтартмасăр ăсатрĕç. Каякансем те - Ахтупайпа Иливан - хăйсене халичченхи пек мар тытрĕç. Ĕлĕкхи евĕр, мăйран ал шăлли çакса ял тăрăх юрласа çÿремерĕç вĕсем, тăвансенчен парне таврашĕ илмерĕç, пахчана тухса йĕтем юпипе те сыв пуллашмарĕç иçмасса. Ахтупайĕ мĕн пурĕ те пĕр япалашăн çеç кулянчĕ: аслашшĕ питĕ типсе çитрĕ унăн, эрни-эрнипе вырăнпа выртма тапратрĕ, çавă вĕсем килиссен вилсе ан кайтăрччĕ терĕ.

- Асатте, эпир киличчен тем пулсан та сывал вара. Пире кĕтсех пурăн, эпир ытла нумай çÿремĕпĕр, - терĕ вăл аслашшĕпе темĕнччен калаçса ларнă хыççăн.

- Эп манакан пултăм. Ăçта каятпăр терĕн-ха эсĕ, ывăлăм? - тата тепĕр хут ыйтрĕ Пикпав старик унран.

- Вăрçа каятпăр, асатте. Вырăссем пире Хусан патне илсе каяççĕ. Тутарсене хирĕç çапăçатпăр хальхинче, - ăнлантарма тăрăшрĕ Ахтупай.

- Çапла пуль, çапла пуль, - терĕ аслашшĕ. - Тутарсемпе пĕрле каятăр пуль.

- Тутарсемпе мар, вырăссемпе пĕрле. Тутарсене хирĕç çапăçатпăр тетĕп-çке. Ăнланатни: вырăссем Хусана илесшĕн, çавсене пулăшма каятпăр унта.

- Çапла пуль, çапла пуль. Эп ватăлтăм ĕнтĕ, пĕлсе пĕтерейместĕп. Самана улшăнчĕ халь. Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр пуль.

- Пĕлетпĕр, асатте, - терĕ Ахтупай. - Çавăнпа Иливанпа иксĕмĕр те каятпăр. Хусана илмесĕр те таврăнмастпăр унтан. Эс кĕт вара пире, хапха умне час-часах тух-туха пăхкала.

Тĕкĕрçĕсем саккăрăн пуçтарăнчĕç: пилĕк çамрăк та виçĕ «старик». Сухалĕсене ÿстерсе янă Ахтупайпа Северьян тата Ямпулат çамрăксем хушшинче чăнах та стариксем пекех курăнчĕç. Анчах воевода çыннисем ялсем тăрăх çырса çÿренĕ чух вĕсем çапăçăва юрăхлă тĕкĕрçĕсен шутне кĕрсе юлнă, çавăнпа аллăран иртнĕ пулсан та ку çынсене вăрçăран хăварма май çук. Тукай мăрса Иливана каласах янă: аçуна та, Ямпулатпа Северьяна та хăвăнтан ан хăвар тенĕ. Тепĕр тесен, вĕсем питех турткалашса та тăмарĕç, тĕкĕрçĕ пулса вырăссемпе пĕрле Хусан патне кайса килессине ку вăй питти çынсем пĕрре те этем тÿсмелле мар йывăр ĕç тесе шутламарĕç. Ахтупай Хусан патне Тукай мăрса чĕнмесĕрех тепĕр хут кайса килетчĕ пуль. Вăл, арăмне çухатнă çын, Хусаншăн çапăçу пынă хушăра килте ларма пултараймастчех ĕнтĕ.

Иливан тĕкĕрçĕсене, Тукай хушнă пекех, Çĕрпĕве илсе кайрĕ. Унта вĕсем мăрсана тупаймарĕç. Ытти çĕртен пуçтарăннă тĕкĕрçĕсемпе пĕрле темиçе кун ĕçсĕр лармалла пулчĕ. Хăшĕсем улăха утă çулнине кайса курса çÿрерĕç çав хушăра, хăшĕсем Çавал хĕрринче пулă тытрĕç, теприсем сулхăнра ыйха илтерчĕç. Ахтупай тăршшĕпе хăйĕн тусĕнчен, Северьянран, тăрăхларĕ.

- Кайса кил хăвăн савнийĕ патне, Северьян, итле ман сăмаха, - терĕ вăл куçа кĕрсе. - Çакăн пек ункайлă вăхăтпа та усă курмасан чăннипех ухмах пулатăн эсĕ. Килĕнчех халь вăл, Нухрат. Чÿречерен пăхса тунсăхласа кăна ларать-тĕр-ха.

- Тунсăхлатăр, - терĕ ăна Северьян. - Кĕтсе лартăр хăйĕн упăшкине. Эп ĕнтĕ ун патне тек пырса çулăхассăм çук.

- Эх, манăн сире тепре тĕл пултарас килет тупата! Мĕн калаçнă пулăттăр-ши эсир çавăн чухлĕ вăхăт курмасăр пурăннă хыççăн? Йăлт ирĕлсех каятăн ĕнтĕ çакăнта ăна хирĕç пулас пулсан. Çапла-и?

- Нимĕн те ирĕлместĕп. Калаçмалли сăмахăм та çук манăн унпала.

- Чун сивĕнчĕ те-и вара, Северьян?

- Тахçанах сивĕннĕ. Çуннă та кĕл пулнă чĕрере. Вăл кĕле пăтратма та кирлĕ мар.

- Юрĕ, пăтратмăпăр, - терĕ Ахтупай юлташне хĕрхеннĕ пек пулса. - Чăнах, мĕне кирлĕ пире халь вĕçкĕн мăрса хĕрĕ? Çÿретĕр çут тĕнчере хăйĕн çулĕпе. Эпир, шăрка вырăнчисем, хамăр çулпа çÿрер. Çапла-и, тăванăм?

- Тахçанах çавăн пек каламалла, - хавасланнă пек пулчĕ Северьян. - Унсăрăн ĕлĕкхи савнисем çинчен палкани йăлт йăлăхтарса çитерчĕ.

Часах вĕсене илме Çĕрпĕве Магмет Беззубов çитрĕ. Вăл ертсе пынипе тĕкĕрçĕсен пысăк ушкăнĕ ниçта чарăнса тăмасăр Сĕве вăрринелле çул тытрĕ.

Иливан телейне, Тукай мăрса хăйĕн тĕкĕрçисемпе Девлизер ялнех вырнаçнă иккен. Каччă тутар княçĕн хĕрлĕ сăрпа сăрланă хапхине килти хапхана уçнă пек хĕпĕртесе уçса ячĕ, лашана витене тăратса апат панă-паман паллакан хÿме шăтăкĕ патне чупрĕ.

Кÿршĕ картишĕнче пĕлтĕртенпе нимĕн те улшăнман, хÿме çумĕнче, унчченхи пекех, вут купи выртать, картишĕнче шыв валашки патĕнче хурсем какалаççĕ, пусма умĕнче тем пысăкăш çилĕллĕ хăмăр ĕне кавлесе тăрать. Хабиба курăнмасть. Пурăнать-ши вăл кунта, питне çынсене кăтартма хăяйман хитре хĕрача, е ăна пĕр-пĕр пуян тутар тахçанах хăйĕн тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш арăмĕ тума илсе тухса кайнă-ши?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.