Чăваш литературин ылтăн çÿпçинчен

25 Раштав, 2014

Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем. Куçма ТУРХАН

(Малалли. Пуçламăшĕ 50, 51-мĕш номерсенче).

Ирхине Çавал вăррине Шупашкартан Даниил Романов воевода отрячĕ килсе çитрĕ. Микулинский çарсене Çавал урлă каçса тутарсене хыçран хăвалама хушрĕ.

- Иртнĕ çул аслă князь жалованнăй хут парсан эсир хăвăра тутарсене хирĕç çапăçăва яма ыйтаттăрччĕ, - терĕ Микулинский Ту енчи мăрсасене. - Ун чухне сире пурсăра та çапăçăва яма май килмерĕ. Ак халь тархасшăн çапăçăр. Сĕве вăррине çитиччен хăвалăр тутарсене.