Куçма ТУРХАН

25 Раштав, 2014

Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем. Куçма ТУРХАН

(Малалли. Пуçламăшĕ 50, 51-мĕш номерсенче).

Ирхине Çавал вăррине Шупашкартан Даниил Романов воевода отрячĕ килсе çитрĕ. Микулинский çарсене Çавал урлă каçса тутарсене хыçран хăвалама хушрĕ.

- Иртнĕ çул аслă князь жалованнăй хут парсан эсир хăвăра тутарсене хирĕç çапăçăва яма ыйтаттăрччĕ, - терĕ Микулинский Ту енчи мăрсасене. - Ун чухне сире пурсăра та çапăçăва яма май килмерĕ. Ак халь тархасшăн çапăçăр. Сĕве вăррине çитиччен хăвалăр тутарсене.

11 Раштав, 2014

Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем. Куçма ТУРХАН

Аслă князь хăйĕн патĕнче çичĕ çула яхăн службăра тăнă Едигера, ун сăн-питне, ун сăмахĕсене аса илме тăрăшать. Мĕнле этемччĕ-ха вăл пÿ-сийĕпе, пичĕ-куçĕпе, мĕн пур курăмĕпе? Вăтам пÿллĕ хытканка кăна çынччĕ пулас. Куçĕсем хăйĕнпе калаçакан çынран тархасласа тем ыйтнă пек пăхатчĕç. Кулнă чухне вăл ялан шап-шур вĕтĕ шăлĕсене кăтартатчĕ. Çине Едигер Гирейсем пек пулас тесе аркине ылтăн хăю тыттарнă кăвак халат тăхăнатчĕ. Унăн ашшĕ, Касум, çирĕм çул каялла Астрахане илнĕ чухне вилнĕ тетчĕç. Пĕр çулхине Едигер Хусан патне похода та ермешсе пычĕ.