Командировкăран кама хăтараççĕ?
Тăтăшах командировкăра пулма тивет. Кун пек чухне тупăш та пĕчĕк, çемьешĕн те усăллă мар. Çынна командировкăран хăтармалли сăлтав пур-и? Унта каймасăр тăма пултаратăп-и?
П.ВАСИЛЬЕВА.
Командировкăна хăçан ярас тата унăн тăсăмĕ тĕлĕшпе чикĕ çук. Çакна ĕçпе тивĕçтерекен палăртать /ĕçлекенсене служба командировкисене ярассин уйрăмлăхĕсем тĕлĕшпе РФ Правительстви 2008 çулхи юпа уйăхĕн 13 мĕшĕнче çирĕплетнĕ 749-мĕш положенин 4 пункчĕ/.
Çапах та чикĕ çукки çынна командировкăна тăтăшах ямалла тенине пĕлтермест, мĕншĕн тесен служба тивĕçĕсене пурнăçлассине çакнашкал йĕркепе пĕрмаях пурнăçлама май çук. Унсăр пуçне командировкăра пулнă вăхăтшăн вăтам шалу кăна тÿлеççĕ /РФ Ĕçлев кодексĕн 167 статйи/.
Çавна май унта çÿрекен çын укçа тĕлĕшĕнчен пайтасăр юлать. Пĕр шухăшласан тĕрĕс мар пек: вăл ĕçпе тивĕçтерекен хушнипе çула тухать тата хăй тивĕçне пурнăçлать. Саккун тĕлĕшĕнчен вара шайлашуллă пулса тухать. Çавăнпа ĕçпе тивĕçтерекен командировкăна тăтăшах çÿрекенĕн шалăвĕ чăн-чăн ĕç укçинчен катăкрах чухне хушса тÿлеме пултарать - паллах, кунашкал лару-тăру пирки коллектив килĕшĕвĕнче уйрăммăн палăртса хăвармалла.
Командировкăна сăлтавсăр каймасăр тăма пултараймастăр, унсăрăн сире дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарĕç.
Граждансен уйрăм ушкăнне вара командировкăран хăтараççĕ. Вĕсен йышĕнче:
- килĕшÿ çирĕплетсе професси пĕлĕвĕ илекенсем е квалификацие ÿстерекенсем, енчен те командировка вĕренÿпе çыхăнман пулсан;
- çире пур хĕрарăмсем;
- çул çитмен çамрăксем /РФ Правительствин 2007 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ перечене кĕртнĕ пултарулăх профессийĕсемпе должноçĕсемсĕр пуçне/.
Командировкăна хăйсен кăмăлне çырса пĕлтернипе кăна тата медицина кăтартăвĕсем хирĕçлемесен кайма пултаракансем те пур. Тĕслĕхрен:
- 3 çула çитмен ачаллă хĕрарăмсем;
- 5 çула çитмен ачана пĕччен çитĕнтерекен амăшĕ е ашшĕ;
- сусăр ачаллă ашшĕ-амăшĕ;
- çемьери чирлĕ çынна пăхакан.
Асăннă ушкăна кĕрекенсене служба командировкине каймасăр тăма хăйсен ирĕк пурри çинчен малтанах çырса пĕлтермелле.