Командировкăран кама хăтараççĕ?

25 Раштав, 2014

Тăтăшах командировкăра пулма тивет. Кун пек чухне тупăш та пĕчĕк, çемьешĕн те усăллă мар. Çынна командировкăран хăтармалли сăлтав пур-и? Унта каймасăр тăма пултаратăп-и?

П.ВАСИЛЬЕВА.

Командировкăна хăçан ярас тата унăн тăсăмĕ тĕлĕшпе чикĕ çук. Çакна ĕçпе тивĕçтерекен палăртать /ĕçлекенсене служба командировкисене ярассин уйрăмлăхĕсем тĕлĕшпе РФ Правительстви 2008 çулхи юпа уйăхĕн 13 мĕшĕнче çирĕплетнĕ 749-мĕш положенин 4 пункчĕ/.

Çапах та чикĕ çукки çынна командировкăна тăтăшах ямалла тенине пĕлтермест, мĕншĕн тесен служба тивĕçĕсене пурнăçлассине çакнашкал йĕркепе пĕрмаях пурнăçлама май çук. Унсăр пуçне командировкăра пулнă вăхăтшăн вăтам шалу кăна тÿлеççĕ /РФ Ĕçлев кодексĕн 167 статйи/.

Çавна май унта çÿрекен çын укçа тĕлĕшĕнчен пайтасăр юлать. Пĕр шухăшласан тĕрĕс мар пек: вăл ĕçпе тивĕçтерекен хушнипе çула тухать тата хăй тивĕçне пурнăçлать. Саккун тĕлĕшĕнчен вара шайлашуллă пулса тухать. Çавăнпа ĕçпе тивĕçтерекен командировкăна тăтăшах çÿрекенĕн шалăвĕ чăн-чăн ĕç укçинчен катăкрах чухне хушса тÿлеме пултарать - паллах, кунашкал лару-тăру пирки коллектив килĕшĕвĕнче уйрăммăн палăртса хăвармалла.

Командировкăна сăлтавсăр каймасăр тăма пултараймастăр, унсăрăн сире дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарĕç.

Граждансен уйрăм ушкăнне вара командировкăран хăтараççĕ. Вĕсен йышĕнче:

  • килĕшÿ çирĕплетсе професси пĕлĕвĕ илекенсем е квалификацие ÿстерекенсем, енчен те командировка вĕренÿпе çыхăнман пулсан;
  • çире пур хĕрарăмсем;
  • çул çитмен çамрăксем /РФ Правительствин 2007 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ перечене кĕртнĕ пултарулăх профессийĕсемпе должноçĕсемсĕр пуçне/.

Командировкăна хăйсен кăмăлне çырса пĕлтернипе кăна тата медицина кăтартăвĕсем хирĕçлемесен кайма пултаракансем те пур. Тĕслĕхрен:

  • 3 çула çитмен ачаллă хĕрарăмсем;
  • 5 çула çитмен ачана пĕччен çитĕнтерекен амăшĕ е ашшĕ;
  • сусăр ачаллă ашшĕ-амăшĕ;
  • çемьери чирлĕ çынна пăхакан.

Асăннă ушкăна кĕрекенсене служба командировкине каймасăр тăма хăйсен ирĕк пурри çинчен малтанах çырса пĕлтермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.