Комментари хушас

14 Чÿк, 2014

Сывă та нумай çул пурăнма

  1. Ирпе вăрансан темиçе хут туртăнса илĕр. Çывăрнă вăхăтра пур органра та юн çывăрса ларать. Шăм-шака хускатмасăр тÿрех утса кайсан урана юн нумай анать, ăна вара чĕре патне каялла тавăрма йывăртарах пулĕ.
  2. Кравать çинче выртса ал-урана çÿлелле çĕклесе силлемелле, пÿрнесене вылятмалла. Чĕре лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, мĕнпур клеткăпа тĕртемсене юн пырĕ.
  3. Ура çине тăрсан юн таппине шутлăр. Хыçсăр пукан çине ларса урасене тăсса ăçта та пулин тĕревлĕр те кĕлеткепе каялла туртăнăр, пуçпа хулпуççине сылтăмалла-сулахаялла çавăрăр. Çак упражнени мĕнпур мышцăна ĕçлеттерсе ярĕ. Юн лайăхланса кислородпа пуянланĕ. Пуç ыратнипе, вăй çуккипе е хăвăра япăх туйнипе вăранса кайсан та пулăшĕ ку упражнени.
  4. Çакăн хыççăн темиçе хутчен кукленсе каялла тăни вырăнлă. Кĕлеткене тÿрĕ тытмалла, урана тĕрлĕ енлĕ çавăрттармалла, юн çывăрса ларасран ку.
  5. Алăри мышцăсене хускатма та тĕрлĕ хускану тумалла.
  6. Кайран чăмăртанă алăпа е чуста якатмалли йĕтĕрпе мăя массаж тумалла. Мăй остеохондрозĕ пуласран, пуç миминчи юн çаврăнăшне лайăхлатмашкăн кирлĕ.
  7. Хăлха илтеслĕхне лайăхлатма хăлха çунаттине хĕрелсе кайичченех массаж тумалла.
  8. Ÿте массаж туни те кирлĕ: ăна кăштах чĕпĕте-чĕпĕте илмелле, ал-ура пÿрнинчен пуçласа чĕре еннелле сăтăрса якатмалла. Венăсем сарăлса тĕвĕленнипе тата ÿт-тир чирĕпе аптракансен вара çакна тумалла мар.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.