14 Ноя, 2014
Сывă та нумай çул пурăнма
- Ирпе вăрансан темиçе хут туртăнса илĕр. Çывăрнă вăхăтра пур органра та юн çывăрса ларать. Шăм-шака хускатмасăр тÿрех утса кайсан урана юн нумай анать, ăна вара чĕре патне каялла тавăрма йывăртарах пулĕ.
- Кравать çинче выртса ал-урана çÿлелле çĕклесе силлемелле, пÿрнесене вылятмалла. Чĕре лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, мĕнпур клеткăпа тĕртемсене юн пырĕ.
- Ура çине тăрсан юн таппине шутлăр. Хыçсăр пукан çине ларса урасене тăсса ăçта та пулин тĕревлĕр те кĕлеткепе каялла туртăнăр, пуçпа хулпуççине сылтăмалла-сулахаялла çавăрăр. Çак упражнени мĕнпур мышцăна ĕçлеттерсе ярĕ. Юн лайăхланса кислородпа пуянланĕ. Пуç ыратнипе, вăй çуккипе е хăвăра япăх туйнипе вăранса кайсан та пулăшĕ ку упражнени.
- Çакăн хыççăн темиçе хутчен кукленсе каялла тăни вырăнлă. Кĕлеткене тÿрĕ тытмалла, урана тĕрлĕ енлĕ çавăрттармалла, юн çывăрса ларасран ку.
- Алăри мышцăсене хускатма та тĕрлĕ хускану тумалла.
- Кайран чăмăртанă алăпа е чуста якатмалли йĕтĕрпе мăя массаж тумалла. Мăй остеохондрозĕ пуласран, пуç миминчи юн çаврăнăшне лайăхлатмашкăн кирлĕ.
- Хăлха илтеслĕхне лайăхлатма хăлха çунаттине хĕрелсе кайичченех массаж тумалла.
- Ÿте массаж туни те кирлĕ: ăна кăштах чĕпĕте-чĕпĕте илмелле, ал-ура пÿрнинчен пуçласа чĕре еннелле сăтăрса якатмалла. Венăсем сарăлса тĕвĕленнипе тата ÿт-тир чирĕпе аптракансен вара çакна тумалла мар.