Комментари хушас

8 Чÿк, 2014

Тавралăх илемĕ - пирĕн пуянлăх

Çут çанталăк ытамĕнче канлĕ те лăпкă. Ахальтен мар вĕçĕ-хĕррисĕр анлăш илĕртет пире. Чăнахах, тăван тăрăхран хакли нимĕн те çук.

Йĕри-тавралăха хăтлăх кĕртни пирки нумай çыратпăр-калаçатпăр. Акă, тĕслĕхрен, Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарти Лидия Федорова тăванлăх сукмакĕ йĕркелени пирки каласа кăтартнăччĕ. Ашшĕ пĕвеленĕ пĕве хĕррипе иртет вăл. Йыш хушăнсан çакăнта пĕрер йывăç лартаççĕ вĕсем. Кану вырăнĕнче 100 ытла хунав вăй илнĕ. Пĕвере хур-кăвакал пулă тытса çинине сăнать ял-йыш. Ку тăрăх ахаль те вăрманпа пуян. "Шупашкар çыннисем те кăмпа, çырла, мăйăр пуçтарма килеççĕ", - палăртрĕç Кăнарсем. Тĕрĕсех, вăрман ырлăхĕ пурин валли те çитет.

Кашни тăрăхрах ушкăнăн-ушкăнăн йывăç лартни ырă пулăма çаврăнчĕ. Ку ĕçе шкул ачисене явăçтарни, сăмахран, çут çанталăка хаклама вĕрентет. Çитĕнекен ăру каярахпа çак лаптăка пăхса тăрать. Республикипех çамрăк экологсен юхăмĕ вăй илни те савăнтарать. Хăйсен опычĕпе ыттисене паллаштараççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть республика шайĕнчи "Çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕ кĕтесĕ" пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Жюри членĕсем сăн ÿкерчĕксемпе схема-картăсене тишкерчĕç. Комсомольски районĕнчи Александровкăри Анастасия Алякина тата Дмитрий Зайцев, Хĕрлĕ Чутайри Анастасия Иванова çĕнтерчĕç. Хăйсен тăрăхĕнчи чуна çывăх вырăнпа паллаштарнă вĕсем. Анастасия Алякина Кĕтне юхан шывĕн кивĕ çулне кăтартнă. Дмитрий Зайцев Турă Амăшĕн таса çăлкуçне сăнланă. Анастасия Ивановăшăн Симĕс уçланкă - чи илемлĕ вырăн. Манăн çийĕнчех çав вырăнсене çула тухас шухăш çуралчĕ. Мĕнлерех-ши унта? Çав илем, ахăртнех, пурне те тыткăнлĕ.

Çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕ кĕтесне курма, хаклама, кăтартма пĕлни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Çакă йăлтах - пирĕн пуянлăх.

"Раççей аллейи" акцин кăтартăвĕсем те паллă. Тăватă уйăх каялла пĕлтернĕ сасăлавра кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Регион палли пулма тивĕçлĕ ÿсен-тăрана республикипех суйларăмăр. Пирĕн тăрăхри 11 пин çын хутшăнчĕ ку ĕçе. Хăмла чи нумай сасă пуçтарчĕ. Халăхăн 36 проценчĕ шăпах çак ÿсен-тăраншăн сасăланă. Юман - иккĕмĕш вырăнта /34 процент/. Хăва, çăкапа салтак тÿми хыçа юлнă.

Сăмах май, сасăлава Раççейри 3,5 миллиона яхăн çын хутшăннă. Акци йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх - кашни регионăн паллисене уйрăм парксенче кăтартĕç. Малтанхи аллейăсене Мускавра тата Севастопольте лартĕç. Вĕсене çитес çулхи Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне уçма палăртнă.

Мала тухнă ÿсен-тăрана çавнашкалах экологи тата вĕренÿ проекчĕсенче, онлайн-энциклопедире, вĕренÿ кĕнекисенче кăтартĕç. Çĕнтерни кирек хăшĕ те архитектура тата истори палăкĕсемпе пĕр шайра пулнине çирĕплетет.

Чăваш Республикин, Шупашкар хулин, Куславкка районĕн гербĕ çинче хăмла аври пур. Çакă та наци пуянлăхне сăнлать.

Ваттисем калашле, пĕр пахчари хăмлан та сăри пĕр пек мар. Унсăр пуçне кашни кил хуçи арăмĕн - хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Хаклă хăнана кăпăклă сăрапа сăйлассине йăлана кĕртнĕ чăваш.

Çапах халĕ ялсенче сăра вĕретекен сахал. Етĕрне районĕнчи Пушкăртсем юрай сăри тума вĕрентсе янăччĕ. Ку енĕпе Трифоновсем уйрăмах ăста. Нÿхрепри юр çинче ларакан сăра çăвĕпех хăйĕн пахалăхне çухатмасть, ăш хыпнине ирттерет.

Кĕр сăри - чăваш халăхĕн уявĕ. Унăн йăли-йĕркине те манăçа кăларма юрамасть пирĕн.

Çут çанталăк министерстви йĕркелекен конкурссене хутшăнма кая юлман-ха. Апла тăк кашниех хăй тавралăхăн пĕр пайĕ пулнине çирĕплетме пултарать. "Çут çанталăк куçĕпе" карикатура конкурсĕнче кам çĕнтерĕ-ши тата?

Çут çанталăка упрас, йĕри-тавралăха хăтлăлатас ĕçе тÿпе хывни - ыттисемшĕн тĕслĕх. Çак илем ан иксĕлтĕрччĕ кăна.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.