Комментари хушас

Республикăн Аслă сучĕ Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх унитари предприятийĕн судпа айăпланнă ертÿçисем тата вĕсемпе явăçнă фирма директорĕ тĕлĕшпе преступлени квалификацине тата яваплăх мерисене улăштармасăр хăварнă.

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ кăçалхи утă уйăхĕнче «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУП директорĕ пулнă Сергей Дейнекин тата тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Валентина Николаева, çавăн пекех «Прогресс» инвестици компанийĕ» ООО директорĕ Александр Таланов тĕлĕшпе приговор палăртнăччĕ. Аслă суд çав приговора çаплипех хăварнă. Дейнекинпа Николаевăна укçа-тенке тăкакласа пĕтернĕшĕн, суя документсем хатĕрленĕшĕн айăпланă. Экс-директор айăплавĕнче тепĕр статья та пур - саккуна пăсса вăрман касни. Таланов вара асăннă юлашки статьяпа пĕрле 187-мĕшпе те /кредит е тÿлев карточкисене е ытти тÿлев докуменчĕсене хатĕрлени/ явап тытать.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх - 2009-2010 çулсенче патшалăх предприятийĕн директорĕпе тĕп бухгалтерĕ инвестици компанийĕн директорĕпе каварлашса ĕçсем пурнăçламалли субподрядăн суя килĕшĕвĕсене, пурнăçланă ĕçсен акчĕсене хатĕрленĕ - 44 млн ытла тенкĕлĕх. Укçана хăйсен кĕсйине чикнĕ.

Унсăр пуçне Дейнекинпа Николаева Çут çанталăк ресурсĕсен министерствипе подряд ĕçĕсем пурнăçлама тунă патшалăх контракчĕ çине таянса 2010 çулхи çу уйăхĕнче предпринимательпе вăрман касмалли суту-илÿ килĕшĕвне алă пуснă. Лесничествăн Шăмăршă участокĕнче йывăç каснă, çав лаптăк вара асăннă патшалăх контрактне кĕмен. Çапла майпа саккуна пăсса вăрман каснă май лесничествăна 22 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Таланов куçарса панă тÿлевсене укçана çавăрнă. 2010 çулхи утă-юпа уйăхĕсенче вăл кредит учрежденийĕсене урăх çынсен тÿлев шучĕсем çине укçа куçарма 125 тÿлев порученине хатĕрлесе тăратнă. Документсенче тÿлев тĕллевĕ çинчен суя кăтартусем çырнă.

ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - суд Дейнекина 7 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма, 950 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Николаевăн - 5 çул, 990 пин тенкĕлĕх штраф. Айăплав вăхăтне вĕсем пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕç. Таланова 4 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, штраф виçи - 500 пин тенкĕ.

Н.ДМИТРИЕВ

Н.ДМИТРИЕВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.