Комментари хушас

2 Утă, 2024

Пике журналистсем коронăшăн тупăшĕç

Хĕрарăмăн пĕрремĕш тивĕçĕ — мĕн-ши вăл? «Çемье çавăрасси, ача çуратса çитĕнтересси», — тейĕ нумайăшĕ ахăртнех.

Ку та, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Çапах чи малтан хĕрарăмăн хăй хĕрарăм пулнине асра тытмалла. Кулленхи вĕткеленÿре манăçать-çке çакă. Кил, ĕç, кухня, плита, выльăх-чĕрлĕх, пахча… Кунсерен хĕрарăм çĕр тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Ăçта унта çут çанталăк панă черченлĕхпе илемлĕх пирки шухăшлама? Республикăра кăçал пуçласа йĕркеленĕ «Чăваш Енĕн масс-медиа илемĕ — 2024» конкурс этемлĕхĕн черчен пайне шăпах çÿлерех калани пирки аса илтерĕ. Ятĕнченех паллă ĕнтĕ: ку тупăшу — Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен хĕрсемпе хĕрарăмсем валли. Унашкалли республикăра хальччен иртмен. Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, тупăшу çулталăкри чи кăсăклă та чаплă мероприятисенчен пĕри пулĕ.

Конкурса журналист мар, юрист йĕркелени те ыйту çуратма пултарать. Илемпе пултарулăх тупăшăвне «Хыпар» Издательство çурчĕн юрисконсульчĕ Анастасия Тимофеева пуçарнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан чиперккесене тупăштарас шухăш унăн пуçĕнче мĕнле çуралнă-ха?

— Нумаях пулмасть çĕршыври хĕрарăм юристсен хушшинче ирттернĕ «Право пики» конкурса хутшăнтăм, çакă хавхалантарчĕ те. Хĕрарăмсене профессионал пек те, çав вăхăтрах черчен пике пек те кăтартма май пуррине ăнлантăм. Хам та массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçленĕрен шăпах çак тытăмри пикесем валли конкурс йĕркелес терĕм. Мускавра пресса балĕсем час-часах иртеççĕ, анчах темшĕн пирĕн республикăран унта хутшăнакан çук. Питĕ илемлĕме роприяти вăл — юрă-кĕвĕ, чыслав… Чăнах та, чăн-чăн бал. Çавăн пекрех уяв ирттерес килет — хĕрарăм журналистсен уявĕ пултăр вăл. «Чăваш Енĕн масс-медиа илемĕ» илем конкурсĕ çеç мар, чи малтан вăл — ăста специалистсен хĕрарăмлăхне, черченлĕхне, пултарулăхне, маттурлăхне кăтартмалли подиум. Хĕрарăм профессионал кăна мар, вăл — амăшĕ те, мăшăрĕ те, асанне-кукамай та… Унра чиперлĕхпе ăс-тăн, илĕртÿлĕхпе черченлĕх, ачашлăхпа хĕрÿлĕх шайлашăнса тăраççĕ. Пирĕн конкурсăн тĕллевĕ — массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан хĕрарăм пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ, вăйлă, лидер, чăн-чăн профессионал кăна мар, чи малтан хÿхĕм те илĕртÿллĕ пике пулнине кăтартасси. Заявкăсене Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, йышăнма пуçларăмăр, 6 заявка килме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ», — кĕскен паллаштарчĕ пуçаруçă.

Идейăпа хавхаланнă Анастасия Васильевна шухăшне мăшăрне пĕлтернĕ. Вăл ырланă, конкурса йĕркелессипе çыхăннă ĕçсемпе пулăшнă. Кĕске вăхăтрах хастар хĕрарăм спонсорсем тупнă, пĕлĕшĕсем те айккинче юлман. Конкурса хутшăнакан журналисткăсемпе блогерсене тĕрлĕ мастер-класс кĕтнине те палăртмалла: фитнес, фотосессисем, массаж, оратор искусстви, дефиле ăсталăхĕ, психолог канашĕ тата ытти те… Унсăр пуçне вĕсем кинетика вăрттăнлăхĕсене ăса хывма пултарĕç. Ку енĕпе Мускаври кинетика шкулĕн ертÿçи пулăшĕ.

Тупăшу вĕçĕнче икĕ çĕнтерÿçе палăртĕç: мисс тата миссис ячĕсемпе чыслĕç. Вĕсене, паллах, парнесемпе хавхалантарĕç. Кирек мĕнле илем конкурсĕ те коронăсăр иртмест — масс-медиа тупăшăвĕн çĕнтерÿçин те ăна тивĕçме май пур. Анастасия Васильевна кала нă тăрăх, коронăсене ятарлă саккаспа алăпа хатĕрлеççĕ, вĕсене хаклă чулсемпе капăрлатĕç. Куракансем кăмăлланă пикене те суйлĕç, унăн пуçне те корона илемлетĕ, анчах вăл мĕнле пуласси — хальлĕхе вăрттăнлăх.

«Чăваш Енĕн масс-медиа илемĕ» конкурса 18 çултан аслăраххисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче çулталăкран сахал мар ĕçлекенсем /çак йыша регионти муниципалитет пичет тата сеть кăларăмĕсенче, теле- тата радиокомпанисенче, çавăн пекех аслă вĕренÿ заведенийĕсен, предприятисемпе организацисен хаçачĕсенче тăрăшакансем те кĕреççĕ/ хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене çурла уй ăхĕн 18-мĕшĕччен йышăнĕç. Пĕтĕмлетÿ кăçалхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.