Комментари хушас

27 Авăн, 2014

Тĕнчепе паллашма укçа кирлĕ

Шкул пĕтернĕренпе 5, 10, 15, 20... çул иртсен те тантăшсемпе пĕрле ирттернĕ вăхăт асран тухмасть. Йăлтах кăсăклă пулнă пирĕншĕн. Етĕрне районĕнчи Ирçе шкулĕнчи вĕрентекенсем ăçта кăна илсе çитермен-ши пире? Çуллахи каникулсенче метеорпа Атăл тăрăх çул çÿреве тухаттăмăр. Шкул столовăйĕнчен темĕн тĕрлĕ сĕткен парса яратчĕç. Чул хула облаçĕнче, Мари Республикинче çĕр каçаттăмăр. Хĕллехи каникулта Чĕмпĕрти истори вырăнĕсемпе паллашнă.

Класс ертÿçипе Зоя Никифоровăпа пĕрле Шупашкара театра, кинона тăтăш килеттĕмĕр. Çĕнĕ спектакльсемпе фильмсене пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Çак вăхăт çаплипех куç умне тухать.

Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕ пуçлансан пире, тĕслĕх класа, Мускава илсе кайрĕç. Хальхи пекех ас тăватăп, билетшăн 25 тенкĕ тÿленĕччĕ. Шкула вырнаçтарчĕç. Пĕр эрне хула курса çÿрерĕмĕр. Мавзолейре те, куравсенче те, зоопаркра та... пулнă. Çул çÿреве тухма май килнишĕн мĕнешкел савăннă. Ун чухне талон вăхăчĕ пуçланнăччĕ. Мускаври тăвансем пире сумки-сумкипе канфетпа кăлпасси тыттарса ячĕç. Çĕр-шывăн тĕп хулинче мороженăй çисе килентĕмĕр. Ачалăхри аса илÿ çав тери хаклă. Ăна нимĕнпе те улăштарас çук.

Çакнашкал çÿл çÿрев, паллах, пирĕн тавра курăма анлăлатнă, хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарнă. Туслаштарнă та.

Халĕ хамăрăн ачасене кăтартса çÿремелле те - шухăшлани пурнăçлансах пымасть. Çавăнпах ялан вăхăт çукки çине йăвантаратпăр. Телее, шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тăрăшса ĕçлет. Çак йыш çине тăнипех пуçламăш класра вĕренекенсем пĕрре - музее, тепре курава кайса килеççĕ. Эпĕ, сăмахран, çакăншăн укçа тÿлеме хирĕç мар. Ачасем курни-илтни çинчен темччен калаçаççĕ.

Анчах кăçалхи çулла ашшĕ-амăшĕн комитечĕн канма та вăхăт пулман. Вĕсене, ачасен кăмăлне тупма тĕллев тытнăскерсене, йĕрке хуралçисемпе прокурорсем чĕнсе илнĕ. Пĕр амăшĕ çăхав çырнинчен пуçланнă çак ĕç.

Ку çемье Шупашкара куçса килнĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе тĕпренчĕкне экскурсие илсе çÿреме, уявсенче парнепе хавхалантарма ашшĕ-амăшĕн комитечĕ унран укçа ыйтнă. Хĕрарăм каярах пама шантарнă. Çакна вăхăтра ĕçе вырнаçайманнипе сăлтавланă. Паллах, ĕненнĕ ăна. Хайхи çав тĕпренчĕке нихăш мероприятирен те хăварман. Тĕслĕхрен, спорт ăмăртăвĕсем хыççăн ачан хырăмĕ выçать. Класс бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе кукăль-çăмах, вĕри чей илмех тивет.

Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчех ашшĕ-амăшĕн комитечĕ хаваслă стартсем йĕркелерĕ. Шкул стадионĕнчи тĕл пулу, паллах, пурне те çывăхлатрĕ. Ашшĕ-амăшĕн пĕр-пĕрипе паллашма май килни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мала тухнисене парнепе савăнтарас килет. Ача-пăчашăн, чăнах, нимĕн те шел мар.

Унтан класпах похода кайрăмăр. Ĕçмелли-çимелли туянтăмăр, шашлăк пĕçертĕмĕр.

1-мĕш класс вĕренекенĕсем куравсенче пулчĕç, спектакльсем курчĕç, музейри экспонатсемпе паллашрĕç. Унсăр пуçне шывшăн тÿлемелле, стакансем туянмалла, шкап таврашĕ илмелле...

Çуралнă кунра кирек кам та асăнмалăх парне кĕтет. Çапла майпа класс бюджечĕ пĕчĕкленсех пычĕ. Шутласа пăхрăмăр та - кашни ачашăн 3000 тенкĕ тăкакланă.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен тин ачишĕн малтан тÿлемен амăшĕнчен комитет членĕсем укçа ыйтнă. 1 пин тенкĕ кăларса панă вăл. Урăх тÿлеме килĕшмен.

"Манăн ачана кĕнеке те, канфет та, ытти ăпăр-тапăр та илсе памалла пулман", - канашлăва пуçтарăнсан татса каларĕ хĕрарăм. Унран та ытла, мероприятисене хутшăннăшăн та ÿкĕнме пуçларĕ. Килте ларсанах укçа тăкакланмасть имĕш.

Амăшĕ нумай шухăшласа тăман - прокуратурăна, Шалти ĕçсен министерствине çăхав çырнă. Унран ирĕксĕрлесе укçа ыйтаççĕ-мĕн... Пурне те ура çине тăратнă çак пăтăрмах. Анчах ашшĕ-амăшĕн комитечĕ никама та усал сунман, саккун пăсман, çавăнпах уголовлă ĕç пуçарман, штраф тÿлеттермен. Пыл пичкине 1 кашăк тикĕт янă пекех пулчĕ ку пулăм.

Нухратсăр, чăнах, пĕр утăм та тăваймăн. Кăçал та класс бюджетне пысăклатмалла. Хальхинче çĕнĕ йĕркепе килĕшÿ тусах укçа пуçтарма пуçларăмăр.

Марина ТУМАЛАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.