Тĕшĕ хытса çитнĕ — типĕре пухса кĕртеççĕ
Çанталăк типĕ тăнă кунсенче Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсенче тĕшĕлĕх хĕвелçаврăнăшне пухса илеççĕ.
Çак ĕçе епле йĕркеленипе Александр Егоров хресчен-фермер хуçалăхĕнче паллашма тӳр килчĕ. Темиçе çул каялла çак культурăна республикăра икĕ пин ытла гектара çитернĕччĕ. Çу юхтаракан заводсем сутлăх хакне пĕчĕклетнĕрен лаптăка пĕчĕклетрĕç.
— Хĕвел çаврăнăш ăшша юратать. Кăçалхи вегетаци тапхăрĕнче нӳрĕк хисепĕ тăпрара çителĕксĕрччĕ. Апла пулин те унăн тухăçĕ япăх мар, — пĕлтерчĕ Александр Егоров фермер.
Хĕвелçаврăнăшне иртнĕ çулсенче Тутарстана сутнă. Хакĕ тивĕçтерсен кăçал урăх региона та сутма пултараççĕ.
Тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăшне «Победа» обществăра та пухса кĕртеççĕ.
www.hypar.ru Юрий МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем