Юратма... робот пулăшаймĕ
“Тинех математика енне питпе çаврăнчĕç”, “Малашне математика тĕп вырăнта пулĕ” - вĕрентекенсен çурла уйăхĕнче иртнĕ йăлана кĕнĕ конференцийĕ хыççăн республика МИХĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек çак шухăша палăртрĕç... Çыракансен çарĕнчен тÿрех ыйтас килсе кайрĕ - калăр-ха, шутлав хăçан тĕп вырăнта пулман вара? Эпир кĕçĕн классенче ăс пухнă чухнех пире çак шухăша ăша хывма хăнăхтарнă - математика логикăна аталантарать, апла тăк - çулран çул кăткăсланса пыракан задачăсене шĕкĕлчеме хăнăхни пурнăçра каярах тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнтарма пулăшĕ. Тавах вĕрентекенĕмĕрсене, уйрăмах - кĕçĕн классенче ăс панисене. Чăнах та çаплах пулса тухрĕ. Математика сехечĕсем пурнăç урокĕсене çаврăнчĕç...
Вăл-ку юрĕ-ха, хăшĕ-пĕри задачăсене шĕкĕлченĕпе пĕрлех сăмах вăчăрине те выля-выля кăна явăнтарать. Анчах та, ăсчахсем палăртнă тăрăх, пурне те капла ăсталăх пÿрмен çав. Физикăпа лирикăна пĕр тĕвве çыхма пултаракансене шутласа тухма, тепĕр тесен, ăсчах пулăшăвĕ кирлех те мар. Тăван шкулăн 125 çулхи юбилейĕнче, сăмахран, Элĕк районĕнчи Тавăтри вăтам шкулта пĕр вăхăт физика вĕрентнĕ Станислав Куликов хăй çырнă сăввисене вуланине чăнласах çăвар карса итлерĕм. Тепĕр сăвăç та капла хайлаймасть. Станислав Николаевич физика та ун патĕнче вĕреннĕ ачасем пурнăç тăршшĕпех тав туса пурăнаççĕ - вăл çĕр çине физика вĕрентмех килнĕ тейĕн...
Анчах калас тенĕ сăмахăм математика-физика пирки мар - ку ăслăлăх вĕренÿ программинче паян-ыран мар, яланах тĕп вырăнта пулнă. Юлашки çулсенче, ППЭ тĕрĕслевне пула - пушшех те. Пĕр вăхăт хула шкулĕнче ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Ку вĕренÿ заведенийĕ математика-физика çул-йĕрне суйланăччĕ те, ытти предмет унта - “çын вырăнĕнче” те марччĕ. /Маншăн лайăх кăна пулчĕ-ха ку, унсăрăн лара-а-аттăм паян та хулара ÿснĕ ачасене “папа” - “атте”, “мама” вара “анне” пулнине аса илтерсе.../ Хама вĕрентнĕ учительсемпе килĕшетĕп - çапла, математика шкулта пысăк вырăн йышăнмаллах. Анчах та - паянхи пек мар. Халĕ пуç тавра çиччĕ çавăрса шухăшлама вĕрентмест шкул - ППЭ лайăх тытма кăна хатĕрлет. Апла тăк - математика пурнăç урокĕ пулма пăрахнă. Вĕренÿре вăтам ĕлкĕрсе пыракан ачасем тест евĕр иртекен экзамена пÿрнепе тĕллесе тытса тухаççĕ шкултан. “Тен, ăнăçать?” меслете шута илсе ăçта кирлĕ унта паллăсем лартнипех “3” илме пулать паян экзаменра. Апла тăк - шкулта 11 çул мĕн тесе пуçа çĕмĕрмелле-ха? Пушшех те, эсĕ физик мар, лирик пулсан...
РФ /!/ Правительстви çумĕнчи финанс академийĕн студенчĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн комисси шалт аптăранине пĕлетĕп - ыран-паян алла диплом илме хатĕрленекен çамрăксен сăмах саппасĕ питĕ чухăн, шухăша та хитре калăплама пĕлмеççĕ. Ăçтан пĕлччĕр? Шкулта тестпа усă курса тĕрĕслеççĕ вĕсен пĕлĕвне. Асăннă аслă шкулта зачет-экзамен йăлтах тест формипе иртет. Раççейĕпех чапа тухнă экономика аслă шкулĕнче те çавах. Мĕн патне çитсе тухăпăр капла?
Çук-çук, тавлашмастăп, этемлĕхĕн малалла аталанмаллах, хальхинчен, тен, хăвăртрах та. Унсăрăн хăрушлăх кăларса тăратакан нумай йывăрлăха парăнтараймăпăр. Кăткăс нумай чире çаплипех сиплеймеççĕ акă тухтăрсем: СПИД, рак... Халĕ тата Эмбола сиксе тухрĕ... Пирĕн хăлхашăн та тахçанах хамăрăн сăмаха çаврăннă нанотехнологие чăнласах алла илсен, тен, вĕсене вуçех пĕтерме пулĕ. Нано пурнăçа юмаха çавăрать. Тен, этемлĕхе вилĕмсĕрлĕх те парнелĕ вăл. Робототехника аталанмаллах. Анчах та... лириксем те кирлех. Этем - робот мар-çке. Унăн чунĕ пур. Чунра мĕн пулса иртнине, хăй мĕн туйнине унăн теприне каласа кăтартас килет. Юрату çинчен те, курайманлăх пирки те. Çакна валли вара... сăмах кирлĕ...
ХУШСА ÇЫРНИ. РФ Президенчĕ В.Путин ятарлă указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкултан вĕренсе тухакансем литературăпа сочинени çырĕç. Тинех пăр тапраннине пĕлтерет-ши ку? Кам пĕлет, пурăна-киле, тен, каллех хаçат-журнал, кĕнеке вулакан /тур сыхлатăр, чутах “роботсене” тесе çыраттăм/ нацие çаврăнăпăр?