Комментари хушас

14 Çурла, 2014

ОРГАНИЗМ ПАЛĂРТАТЬ

Мĕн те пулин ыратать-и? Питĕ тимлĕ пулăр - организм ахальтен паллă памасть, тен, пĕр-пĕр орган чирлĕ. Тухтăрсен асăрхаттарăвĕсене йĕркипе пăхса тухар-ха.

Кăкăр

  • Кăкăр кăшкарĕнче ыратнипе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Шалта час-часах, уйрăмах вăй хунă чухне, ыратсан кардиограмма тумалла. Тĕп хăрушлăх - миокард инфаркчĕ. Унăн тĕп паллисем - кăкăрта хĕстернĕ, тăвăр пек туйăнни, сывлăш пÿлĕнни, ыратни алла, хул калакки айне, мăя куçни.
  • Хĕрарăмсен уйăх хушши циклĕн варринче кăкăр хытах мар ыратни, йывăрланнă, хĕстернĕ пек туйăнни час-часах нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть. Ку кашни уйăхра пулса иртекен гормонсен улшăнăвĕпе çыхăннă. Тепĕр сăлтав - сире юрăхлă мар контрацептивсем ĕçни. Чĕчĕ пуçĕ ыратни вара кăкăр парĕнче шыçă процесĕ пуррине систерет. Кун пек чухне тухтăр патне часрах каймалла.

Хырăм

  • Сылтăм енче, чара тĕлĕнче пусарса ыратать, ăш пăтранать, температура ÿснĕ пулсан часрах васкавлă пулăшу чĕнмелле! Аппендикс шыçма пултарнă. Çак паллăсемех пыршăлăх, пÿре, хĕрарăмсен çăмарталăх шыçсан та пулаççĕ.
  • Сылтăмра, кăкăр кăшкарĕ айĕнче ыратни пĕверпе ват хăмпи шыçнине систереççĕ.

Ура

  • Урасем чул пек, çителĕклĕ çывăрнă пулсан та вăй çук, ывăнсах çитнĕ евĕр туйăнать-и? Пĕр-икĕ кунран ку иртме кирлĕ. Анчах пĕр эрнерен те çăмăлланмасан юн анализĕ памалла. Сăлтавĕ депресси, вăрах инфекцисем /вируссем, ревматизм/, йывăр ытти чирсем пулма пултараççĕ.
  • Урасем ялан тăртанаççĕ, ыратаççĕ пулсан, тен, пÿре чирлĕ, чĕре çитменлĕхĕ аталаннă, урари венăсенче юн куçасси пăсăлнă.
  • Ура хырăмĕн мышцисем организмра кали, кальци, магни çитмесен çывăрса каяççĕ. Тухтăрпа канашламалла, вăл çак элементсене хушнă поливитаминсем çырса парĕ.

Лимфа тĕввисем

Мăйри лимфа тĕввисене вăхăт-вăхăтпа хыпашласа пăхмаллах. Вĕсенчен хăшĕ те пулин тăртанни организмра шыçă процесĕ пуррине пĕлтерет.

Куç

  • Куçра мĕлтлетет-и? Тен, эсир ывăнса çитнĕ. Чылай вăхăт хушши çутă пăнчăсем мĕлтлетнине курни вара хăрушă, ку сетчатка уйрăлма пуçласан пулать.
  • Куç хупанкисем тăртанни аллерги реакцийĕн е пÿре чирлин палли пулма пултарать.
  • Куç шуррисем саралнин сăлтавĕ - пĕвер шыçнин е ват хăмпинче чулсем пуррин палли. Часрах тухтăр патне!
  • Куç айĕ тĕксĕмленни вар-хырăм органĕсен язви пирки систерме пултарать. Ку час-часах ку çывăрса тăранмасан та пулать.

Хăлха

  • Хăлха шавлани, кĕске вăхăта хăлха илтми пулни юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе, стреспа е вирус инфекцийĕпе çыхăнма пултарнă.
  • Вăтам хăлха шыçсан е юн тымарĕсем чирлĕ пулсан пусарса, шаккаса, туртса ыратать. Чăтса ан пурăнăр, тухтăр патне кайăр.

Çăвар

  • Çăвартан шăршă кĕрсен стоматолог патне кайăр. Шăлсем йĕркеллех тĕк ытти сăлтава шырамалла. Вĕсем темĕн чухлех: хырăмлăх язви, сахăр диабечĕ...
  • Çăварта металл тути тăрсан пÿрене тĕрĕслеттермелле.

Ÿт

Вăл стресс вăхăтĕнче час-часах кĕçĕтет. Ун пек чухне лăпкăрах пурăнма тăрăшăр, çителĕклĕ уçăлса çÿрр, Лăплантаракан курăксен шĕвекĕсене ĕçĕр. Кĕçĕтнин сăлтавĕсен шутĕнче - аллерги, диабет, кăмпа инфекцийĕ, кĕçĕ.

  • Ÿт сарални - пĕвер е ват хăмпи чирленин палли. Тепĕр чухне кун пекки А витамин виçи ытлашши пулнинчен тата кишĕр сĕткенĕ нумай ĕçнинчен килет.

Чĕрне

  • Чĕрне патрак - эндокринолог патĕнче щит евĕрлĕ пара тĕрĕслеттермелле.
  • Чĕрнесем шурă - пÿрепе пĕвер ĕçне тĕрĕслеттермелле.
  • Чĕрне çинче тăрăхла йĕрсем, путăксем пурри час-часах вар-хырăм çулĕсен ĕçĕ пăсăлнине систерет.
  • Чĕрнесем хура-хăмăр тĕсленни питĕ хăрушă. Усал шыçă чирĕ шăпах çапла пуçланать. Часрах онкодерматолог патне каймалла.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.