ОРГАНИЗМ ПАЛĂРТАТЬ
Мĕн те пулин ыратать-и? Питĕ тимлĕ пулăр - организм ахальтен паллă памасть, тен, пĕр-пĕр орган чирлĕ. Тухтăрсен асăрхаттарăвĕсене йĕркипе пăхса тухар-ха.
Кăкăр
- Кăкăр кăшкарĕнче ыратнипе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Шалта час-часах, уйрăмах вăй хунă чухне, ыратсан кардиограмма тумалла. Тĕп хăрушлăх - миокард инфаркчĕ. Унăн тĕп паллисем - кăкăрта хĕстернĕ, тăвăр пек туйăнни, сывлăш пÿлĕнни, ыратни алла, хул калакки айне, мăя куçни.
- Хĕрарăмсен уйăх хушши циклĕн варринче кăкăр хытах мар ыратни, йывăрланнă, хĕстернĕ пек туйăнни час-часах нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть. Ку кашни уйăхра пулса иртекен гормонсен улшăнăвĕпе çыхăннă. Тепĕр сăлтав - сире юрăхлă мар контрацептивсем ĕçни. Чĕчĕ пуçĕ ыратни вара кăкăр парĕнче шыçă процесĕ пуррине систерет. Кун пек чухне тухтăр патне часрах каймалла.
Хырăм
- Сылтăм енче, чара тĕлĕнче пусарса ыратать, ăш пăтранать, температура ÿснĕ пулсан часрах васкавлă пулăшу чĕнмелле! Аппендикс шыçма пултарнă. Çак паллăсемех пыршăлăх, пÿре, хĕрарăмсен çăмарталăх шыçсан та пулаççĕ.
- Сылтăмра, кăкăр кăшкарĕ айĕнче ыратни пĕверпе ват хăмпи шыçнине систереççĕ.
Ура
- Урасем чул пек, çителĕклĕ çывăрнă пулсан та вăй çук, ывăнсах çитнĕ евĕр туйăнать-и? Пĕр-икĕ кунран ку иртме кирлĕ. Анчах пĕр эрнерен те çăмăлланмасан юн анализĕ памалла. Сăлтавĕ депресси, вăрах инфекцисем /вируссем, ревматизм/, йывăр ытти чирсем пулма пултараççĕ.
- Урасем ялан тăртанаççĕ, ыратаççĕ пулсан, тен, пÿре чирлĕ, чĕре çитменлĕхĕ аталаннă, урари венăсенче юн куçасси пăсăлнă.
- Ура хырăмĕн мышцисем организмра кали, кальци, магни çитмесен çывăрса каяççĕ. Тухтăрпа канашламалла, вăл çак элементсене хушнă поливитаминсем çырса парĕ.
Лимфа тĕввисем
Мăйри лимфа тĕввисене вăхăт-вăхăтпа хыпашласа пăхмаллах. Вĕсенчен хăшĕ те пулин тăртанни организмра шыçă процесĕ пуррине пĕлтерет.
Куç
- Куçра мĕлтлетет-и? Тен, эсир ывăнса çитнĕ. Чылай вăхăт хушши çутă пăнчăсем мĕлтлетнине курни вара хăрушă, ку сетчатка уйрăлма пуçласан пулать.
- Куç хупанкисем тăртанни аллерги реакцийĕн е пÿре чирлин палли пулма пултарать.
- Куç шуррисем саралнин сăлтавĕ - пĕвер шыçнин е ват хăмпинче чулсем пуррин палли. Часрах тухтăр патне!
- Куç айĕ тĕксĕмленни вар-хырăм органĕсен язви пирки систерме пултарать. Ку час-часах ку çывăрса тăранмасан та пулать.
Хăлха
- Хăлха шавлани, кĕске вăхăта хăлха илтми пулни юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе, стреспа е вирус инфекцийĕпе çыхăнма пултарнă.
- Вăтам хăлха шыçсан е юн тымарĕсем чирлĕ пулсан пусарса, шаккаса, туртса ыратать. Чăтса ан пурăнăр, тухтăр патне кайăр.
Çăвар
- Çăвартан шăршă кĕрсен стоматолог патне кайăр. Шăлсем йĕркеллех тĕк ытти сăлтава шырамалла. Вĕсем темĕн чухлех: хырăмлăх язви, сахăр диабечĕ...
- Çăварта металл тути тăрсан пÿрене тĕрĕслеттермелле.
Ÿт
Вăл стресс вăхăтĕнче час-часах кĕçĕтет. Ун пек чухне лăпкăрах пурăнма тăрăшăр, çителĕклĕ уçăлса çÿрр, Лăплантаракан курăксен шĕвекĕсене ĕçĕр. Кĕçĕтнин сăлтавĕсен шутĕнче - аллерги, диабет, кăмпа инфекцийĕ, кĕçĕ.
- Ÿт сарални - пĕвер е ват хăмпи чирленин палли. Тепĕр чухне кун пекки А витамин виçи ытлашши пулнинчен тата кишĕр сĕткенĕ нумай ĕçнинчен килет.
Чĕрне
- Чĕрне патрак - эндокринолог патĕнче щит евĕрлĕ пара тĕрĕслеттермелле.
- Чĕрнесем шурă - пÿрепе пĕвер ĕçне тĕрĕслеттермелле.
- Чĕрне çинче тăрăхла йĕрсем, путăксем пурри час-часах вар-хырăм çулĕсен ĕçĕ пăсăлнине систерет.
- Чĕрнесем хура-хăмăр тĕсленни питĕ хăрушă. Усал шыçă чирĕ шăпах çапла пуçланать. Часрах онкодерматолог патне каймалла.