Комментари хушас

23 Юпа, 2020

Чыс та мухтав сана, çĕр ĕçченĕ!

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунă хастарсен пĕр ушкăнне Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕ.

…Минрешит Тимергалеев пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă, Комсомольски районĕнчи «Труд» хуçалăхра вăл 40 çул ытла трактористра ĕçлет. «Кун-çулăма ялпа çыхăнтарнăшăн савăнатăп çеç. Ĕçĕме юрататăп», — терĕ РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕскер. Валентина Гаврилова Шупашкар районĕнчи «Колосок» пĕрлĕхре тĕп технологра тăрăшать. Владимир Иванов ертсе пыракан предприятире вăл 2004 çулта ĕçлеме пуçланă. «Паянхи награда манăн çитĕнÿ кăна мар, пĕтĕм коллектив ĕçне пысăк хак пани тесе шухăшлатăп. Пирĕн предприяти ĕçченĕсем техĕмлĕ çăкăр-булка пĕçереççĕ. Кăçал ку енĕпе ĕçлекенсен хушшинче чи лайăхисен шутне кĕтĕмĕр. Малашне те тăрăшса ĕçлĕпĕр», — терĕ Валентина Брониславовна. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăх ертÿçи Альбина Новикова та хăйĕн çитĕнĕвĕсене ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсен ырми-канми ĕçĕнче курать: «Коминтерн» ĕçченĕсем, специалисчĕсем манпа пĕрле нумай çул ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем туса пычĕç. Çавна пула эпĕ çак наградăна тивĕçрĕм».

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: