Комментари хушас

2 Утă, 2020

«Атте ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине пĕлесчĕ»

Утă çулакан ял çыннисем патне колхоз председателĕ ăйăрпа çитнĕ, лашине тăп! тăратнă та сăмахне пуçланă: «Леванти, сана повестка паратăп. Ыран вăрçа каймалла». Леонтий Герасимов çавине пăрахса ял еннелле утнă. Киле çитсен мăшăрĕпе Марфăпа хуранпа çĕр улми çакса янă. Çемье пуçне фронта ăсатма хатĕрленнĕ.

«Çын ретлĕ пытартăмăр»

Тепĕр кун ирхине Вĕçелиспа Аркади вăранма та ĕлкĕреймен, пÿртĕмĕнче çывăрнă. «Ак ман ачасем выртса юлчĕç», — тенĕ Леванти хуп турттаракан хĕрĕпе ывăлĕ çине юлашки хут пăхса. Вĕçелис ыйхă тĕлĕшпе çак сăмахсене илтсе юлнă. Паянхи кун та хăлхара янăраççĕ вĕсем. Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче пурăнакан Василиса Леонтьева ашшĕне аса илсенех куççульленет.
Вĕçелис асли пулнă, Аркади ун хыççăн çуралнă, Галя ашшĕнчен хырăмра юлнă. Левантие фронта ăсатнă чухне урам урлă йытă чупса кайнă. «Ырра пулмарĕ пуль çав», — каярахпа çапла калаçнă ял-йыш.
Леванти вăрçăра машина рулĕ умĕнче ларнă. Çырусем çырсах тăнă вăл. Марфа хутла пĕлмен, Вĕçелис ăна чернил тыттарса иккĕшĕ пĕрле аран-аран сăмахсем шăрçаланă. Пĕррехинче вĕсем ашшĕне Аркади чирлесе вилнине пĕлтернĕ. Çемье улăм витнĕ пысăк çуртра пурăннă, ăна хĕлле хутса ăшăтма йывăр, сивĕрех çывăрнă. Аркади шăннă ахăртнех, вăйлă ÿсĕрме пуçланă. Чирлесе выртнă хыççăн арçын ачан чĕри тапма пăрахнă.
Пĕр кунхине кĕпе-йĕм çунă чухне Марфăн пÿрнинчен юн тухнă. Ку ырă мара пулнине хĕрарăм ун чухнех ăнланнă. Вăхăт нумай та иртмен — мунча кĕнĕ чухне вĕсем патне почтальон пырса çыру тыттарнă. Хальхинче вăл Левантирен пулман, фронтри юлташĕ çырнă. «Леонтий Герасимова шăтăк чавса çын ретлĕ пытартăмăр», — çак сăмахсене вуласан Марфа кăшкăрса макăрма тытăннă. Галя пĕчĕк, нимĕн те ăнланман. 7-ри Вĕçелис ашшĕсĕр юлнăшăн хурланнă. Çĕрле водительсем нимĕçсем курасран асăрханса фара çутман.
Пĕр каçхине Леванти машинăпа пырса тăрăннă, унăн пуçĕ татăлса ÿкнĕ. «Аçу вилсен тепĕр çулталăкран вăрçă чарăнчĕ», — куляннă амăшĕ. «Çумăр çунă чухне улăм витнĕ тăрăран шыв анатчĕ, типĕ вырăн çукчĕ. Апай аттин çырăвĕсене пухса пынăччĕ. Пÿртре вĕсене ниçта хума çук, целлофан хутаç пулман. Çырусем йĕпенсе пĕтнĕ. Вулама май çукчĕ. Атти ăçта çапăçни пирки çырнах ĕнтĕ. Хăш вырăнта ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ-ши? Çавна пĕлесчĕ», — куççульне шăлчĕ Василиса Леонтьевна. Ача чухне вуланă çырусене халĕ вăл астумасть.

Хăрах урипе сăпка сиктернĕ

Вĕçелиссемпе пĕрле асламăшĕ, унăн амăшĕ пурăннă. Ашшĕн асламăшне вĕсем аслапай тенĕ. «Аннепе асанне колхоза ĕçлеме çÿретчĕç. Кăнтăрла тырă вырнă, каçхине авăн çапнă. Пире аслапай пăхнă. Аслатти вăрман касма çÿренĕ. Симĕс хăснă. Пĕр кунхине киле килнĕ те каллех аптăраса ÿкнĕ. Хăснă хыççăн çав кунах вилнĕ. Аслапай 99 çулччен пурăнчĕ», — иртнине аса илчĕ «вăрçă ачи». Вăл вилсен пĕчĕк Гальăна Вĕçелис пăхнă. Амăшĕ ăна çăпата кантрипе сăпкаран кăкарнă, çывăрса каясран: «Çак йĕкесене тултар», — тесе хушса хăварнă. Вĕçелис пукан çинче уйăх çутипе çĕрлеччен кĕнчеле арланă, хăрах урипе сăпка сиктернĕ.
Вĕçелис шкулта 7 класс вĕреннĕ. «Шурă хут курман, хаçат çине çырнă. Кăмрăкран чернил тунă», — шкул вăхăтне куç умне кăларчĕ 83-ри Василиса Леонтьевна. 7 класс пĕтерсен вăл колхоза кĕлте турттарма кайнă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра, фермăра ĕçленĕ. «Ирĕке кайма паспорт памастчĕç. Кайран пама тытăнчĕç, анчах апая пăрахса хăварас килместчĕ. Галя хулана кайрĕ. Апая пĕччен епле хăварăн-ха? Вăл пире кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ, вăрçă вăхăтĕнче çăварĕнчи çăкăрне те кăларса панă пуль», — малалла каласа кăтартрĕ Василиса Леонтьевна. Амăшĕпе колхозра ĕçлесе пÿрт тăрринчи улăма тимĕрпе улăштарма вăй çитернĕ. Пĕрре икĕ çынна çулталăк ĕçленĕшĕн пĕр михĕ тырă панă.
Утă çулнă чухне хĕрсем бидонпа шыв илсе кайнă. Çуллахи шăрăхра вăл хăвăртах пĕтнĕ. Ăш хыпсан чăтма çук, хĕрсем лупашкари хуртлă шыва бидона тултарнă, ăна саппун витĕр сăрăхтарса ĕçнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.