Комментари хушас

18 Утă, 2014

Тĕнче чемпионки çитĕнекен ăрăва хавхалантарать

Космоспа компьютер тата çĕнĕ ытти технологи саманинче вăхăт иртни пачах сисĕнмест. Уйрăмах тĕрлĕ енлĕ аталаннă, яланах малалла ăнтăлакан çамрăк çыншăн. Маунтинбайк енĕпе тĕнчен икĕ хут чемпионкишĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕшĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕшĕн Ирина Калентьевăшăн уйрăмах.

Пысăк спортра Чăваш Ен тата Раççей чысне 20 çула яхăн хÿтĕлекен çутă çăлтăрсене шутламашкăн пĕр алăри пÿрнесем те çитĕç. Вĕсен йышĕнче паян чи пĕрремĕшĕ - Раççей Федерацийĕн спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ И.Н.Калентьева /Ягупова/. Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕскер 1996 çултах Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтерсе спорт мастерĕ пулса тăчĕ, тепĕр пилĕк çултан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Вăл çĕнĕ ĕмĕрте ирттернĕ çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă пĕртен пĕр чăваш спортсменĕ.

2008 çулта Пекинра иртнĕ XXIX Олимп вăййисене ЧППУ профессорĕн, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн В.Н.Красновăн икĕ вĕренекенĕ - пĕр çул маларах Шотландире тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ Ирина Калентьева тата пулас педагог, Вăрмар районĕнчи Вера Андреева, хутшăнчĕç. Ултă çул каялла Китайра иртнĕ Олимпиадăра Чăваш Енĕн вун пĕр спортсменĕнчен пĕртен пĕр медале /бронза/ Ирина Калентьева çĕнсе илчĕ, унăн тусĕ, 19 çулти Вера, 22-мĕш результат кăтартрĕ. 2009 çулта Ирина Австралире тĕнче чемпионкин ятне иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ. Çавăн хыççăн Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт министерстви пирĕн республикăн тĕп хулинче çĕр-шыври маунтинбайк центрне тума йышăнчĕ. Эппин, И.Н.Калентьевăн тĕлĕнмелле тĕслĕхĕ малашне çĕр-çĕр яшпа хĕре велосипед спорчĕпе туслашма, вĕсене пысăк ăмăртусенче çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшĕ. Ырă тепĕр пулăм: ахальтен мар пирĕн республикăра юлашки çулсенче тĕп хулара кăна мар, Патăрьел, Вăрмар тата Çĕмĕрле районĕсенче те çак спорта юратакансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсене ирттерме пуçларĕç.

«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче утă уйăхĕн варринче иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче 22 регионти ик çĕре яхăн велосипедист вăй виçрĕ, хĕрарăмсен элита ушкăнĕнче кросс-кантри енĕпе 30 çухрăм çурăллă дистанцире вун тăхăр спортсменка старта тухрĕ. Кĕтнĕ пекех - пĕрремĕш çаврăмрах Ирина Калентьева мала ыткăнчĕ. «Труд» хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕн Евдокия Васильевăн /Ягуповăн/ йывăр ĕçре ачаран пиçĕхсе ÿснĕ кĕçĕн хĕрне, Нăрваш Шăхальти Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ В.М.Бородкин тата пултаруллă тренер В.С.Афанасьев ертсе пынипе вун пилĕк çултах республикăри ăмăртусенче çĕнтерме пуçланă ентеше, чăрмавлă йывăр трасса çинче нимĕн те пăшăрхантармарĕ. Атăл хĕрринчи çырма-çатра, чăнкă сăртсем урлă хывнă дистанцие 1 сехет те 37 минут та 43 çеккунтра вĕçлесе çĕр-шывăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ И.Калентьева Раççей чемпионки ятне вун пĕр мĕш хут çĕнсе илчĕ. Çак дистанцирех унпа пĕрле ăмăртнă Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами хĕрĕ Кристина Кириллова - пиллĕкмĕш, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти Ольга Терентьева улттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем пурте, çавăн пекех юниоркăсем тата çамрăкрах хĕрсен ушкăнĕсенче ăмăртса малти вырăнсене йышăннă Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче тата В.Н.Ярды олимпиец ячĕллĕ ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекен Татьяна Кузнецова, Марина Семенова, Надежда Антонова авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Норвегире ирттерме палăртнă тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕç.

Арçынсемпе юниорсен хушшинче Удмурт Республикин, Самар облаçĕн, Мускав тата Санкт-Петербург хулисен велосипедисчĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Шел те, пирĕн ентешсем иккĕмĕш теçеткери вырăнсене кăна йышăнчĕç. Апла пулин те эпир 16 çултан кĕçĕнрех яшсен хушшинче ăмăртнă Çĕнĕ Шупашкарти Иван Ивановпа Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари Дмитрий Александров юниорпа мăнаçланма пултаратпăр. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен дистанцийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнса, бронза медале тивĕçрĕç. Вăйлă та хăюллă çак каччăсем виçĕм çул Нева хĕрринчи шĕкĕр хулана Санкт-Петербурга тухса кайнă, халĕ вĕсем унта Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче вĕренеççĕ. Вĕсен тренерĕ - 1980 çулсенчи Чăваш АССР чемпионĕ тата Совет Союзĕнчи çамрăксен спартакиадин бронза призерĕ, Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ ятарлă спорт шкулĕнче тренерта ĕçленĕ тĕнче спорт мастерĕ В.В.Трофимов. Сăмах май, Владимир Васильевич хăй вăхăтĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн А.П.Казановăн кĕрĕвĕ. Вунă çул ытларах каялла вăл Нэля Аркадьевнăпа пĕрле Санкт-Петербургра тĕпленчĕ.

Петр СИДОРОВ.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.