Комментари хушас

Чăваш Ен Правительствин паян иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районсенчен пĕринчен хăйĕн ячĕпе килнĕ ыйтăва та çĕклерĕ — унта ачасене вĕри апат çитерме пăрахнă-мĕн.

Олег Николаев вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшова çакна тĕрĕслеме хушрĕ, ачасене апатлантарассипе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Сергей Владимирович каланă тăрăх, шел те, шкулсенче сахал тупăшлă çемьесенчи ачасен 14% кăна тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Çак тĕллевпе кашни ача валли уйăракан укçа виçи те тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ — 25-рен тытăнса 55 тенкĕ таран. Ку муниципалитетсен укçи çителĕксĕррипе çыхăннă.

Президент Çырăвĕнче 1-4-мĕш классене вĕри апатпа тивĕçтерессине федераци бюджечĕн шучĕпе татса парсан муниципалитетсен хальччен çакăн валли уйăрнă укçи перекетленĕ — унпа аслăрах классенчи ачасене апталантармашкăн усă курма май пулĕ. Апла пулин те Олег Николаев хальччен вĕри апат пулнă шкулсенче хайхи Президент Çырăвĕнчи мерăсене шанса çак йĕркене пĕтернĕ тĕслĕхсене тупса палăртма сĕнчĕ — кунашкаллипе çырлахма юрамасть. Республика прокурорĕ Василий Пословский те хăй ертсе пыракан надзор тытăмĕ çак ĕçе хутшăнассине çирĕплетрĕ.

Ачасемпе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнине кура Ачасен прависене хÿтĕлекен Елена Романова та тепĕр самант пирки сăмах пуçарчĕ: хăш-пĕр муниципалитетра тăватă тата ытларах ачаллă çемьесене кăна пулăшаççĕ, саккунпа килĕшÿллĕн вара виçĕ ачаллисем те нумай ачаллă шутланаççĕ — çăмăллăхсемпе тивĕçтерес енĕпе пĕрешкеллĕх пулмалла. Олег Николаев çакăнпа килĕшрĕ — саккунсене пур çĕрте те пĕрешкел йĕркепе пăхăнмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: