Çынсем ырă улшăнусене туйччăр

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительствăн паян иртнĕ ларăвне пухăннисене саламланинчен, ĕçре ăнăçу суннинчен пуçларĕ. Ăнсăртран мар — Министрсен Кабинечĕн çĕнелнĕ йышĕ пуçласа ларăва пухăнчĕ.

Олег Алексеевич республикăра наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене васкатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Çакă цифрăсенче мар, çынсем ырă улшăнусене туйнинче палăрмалла. Çĕнĕ шкулсем, çулсем, реконструкциленĕ социаллă объектсем — çакă тĕп тĕллев пулмалла. Çавна май Правительство халь Чăваш Ен бюджетне кĕртмели тÿрлетÿсене хатĕрлет, тивĕçлĕ саккун проектне нарăс вĕçлениччен Патшалăх Канашне тишкерсе йышăнма парасшăн.

Ĕç тăвакан влаç органĕсем Президент Çырăвне пурнăçлас енĕпе ĕçлемелли планпа вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паллаштарчĕ. Икĕ çул-йĕр палăртнă: демографие, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, социаллă ыйтусене татса парасси тата макроэкономикăна тĕревлемелли условисене лайăхлатасси. Кăçал республикăра 9 садик тума пуçламашкăн палăртнă, Элĕкре бассейн тумалла, ялсенчи медицина ĕçченĕсене хваттерсемпе тивĕçтерессине йĕркелемелле тата ытти те. Иккĕмĕш çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсен шутĕнче — пысăк технологиллĕ производствăсем уçасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ял хуçалăх продукцине тирпейлессине анлăрах çул парасси тата ытти те. Çырура палăртнă тĕллевсем валли республикăна 2020-2021 çулсенче 38 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова Кÿкеçре çĕнĕ шкул тăвас ыйтупа кăсăкланчĕ. Иван Моторин палăртнă тăрăх, ку ыйтăва программăра шута илнĕ, анчах Шупашкар районĕн влаçĕсем шкул ăçта пулассине татса паман-ха. Сăмах Кÿкеç ачисем икĕ сменăпа вĕреннипе çыхăннă ыйтăва татса парасси пирки пынине кура Олег Николаев та темăна уйрăммăн тишкермеллине палăртрĕ — райцентрта шкул тума пуçласси вăраха каймастех пуль.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас