Комментари хушас

Правительство çуртĕнче 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Тĕп докладпа культура министрĕ Константин Яковлев паллаштарчĕ. Тĕп уявсем Чăваш Енре кăна мар, чăвашсем пурăнакан регионсенче те иртĕç. Уяв Мускавра та иртĕ. Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне çĕнĕ мероприятисем кĕртнĕ программăна: наци тумĕсен фестивалĕ, хут купăсçăсен тупăшăвĕ, 5000-рен тăракан хорăн концерчĕ, куравсем, чăваш киновĕн эрни т.ыт. Уяв, малтанлăха палăртнă тăрăх, Шупашкарти "Олимпийский" стадионта ирттерме шухăшлаççĕ. Çавăн пекех хулари темиçе лапамра уяв мероприятийĕсем иртĕç.

www.hypar.ru

 

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: