Комментари хушас

23 Çурла, 2019

Шупашкарта ĕçлесе пурăнакансен пĕр ушкăнĕ патшалăх наградисене тивĕçрĕ

Шупашкар хулин сумлă юбилейĕ умĕн унта ĕçлесе пурăнакансен пĕр ушкăнĕ паян патшалăх наградисене тивĕçрĕ.

Чыслава Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство çуртĕнче ирттерчĕ.

Искусствоведени докторне, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăхăн тĕп сотрудникне Михаил Кондратьевах илер. 40 çул вăй хурать вăл асăннă учрежденире. Çак тапхăрта Михаил Григорьевич наци музыкине тĕпчес енĕпе тунă ĕçе асăнса та пĕтереес çук. Несĕлсен кĕвĕ-çемми паян та пурăнтăр тесе вун-вун, çĕр-çĕр статья çырнă, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларнă, чăваш ялĕсенче экспедицисенче пулнă. Ĕçне кура — хисепĕ, акă Михаил Григорьевич сумлă наградăна — «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн иккĕмĕш степень медальне тивĕçрĕ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн драма артистки Валентина Ситова та тăван культурăна аталантарас тĕлĕшпе 36-мĕш çул вăй хурать. Вăл — Чăваш халăх артистки, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ. Паян Валентина Петровна «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки» ята тивĕçнине ĕçнентерекен документлă пулчĕ.

Эдуард Бахмисов — Чăваш наци конгресĕн хастар членĕ, конгресăн «Чăваш ялĕ» комитечĕн ертÿçи. Эдуард Константинович тивĕçлĕ канура пулсан та халăхшăн малаллах ĕçлет, яллă вырăнта пурăнакансене Ял уявĕсем ирттерме пулăшать.

Шупашкарта унашкал пултаруллă, ĕçчен çынсем вун-вун, çĕр-çĕр. Иван Моторин вĕсенчен чи-чи маттуррисене — Марк Хазанзун концертмейстера, Валерий Кудряшов вĕрентекене, Геннадий Арсютов врач-хирурга, Светлана Петрова аслă воспитателе, Александр Черкунов строителе тата ыттисене, пурĕ 42 çынна, патшалăх наградисемпе чысларĕ. Саламлатпăр!

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.