Комментари хушас

21 Çĕртме, 2019

Хăнасем "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курава çитсе курчĕç

Кÿршĕ регионсенчен килнĕ хăнасем паян тĕп хулара уçăлнă XXVI "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курава çитсе курчĕç.

Курава 100 ытла организаци хутшăнать. Вĕсем строительствăри, архитектурăри, машиностроенири, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, экономикăн ытти сферинчи çитĕнÿсемпе паллаштараççĕ. Парламентарисем строительство организацийĕсен, сăмах май вĕсене Çĕнĕ хула, унăн инфратытăмĕ питĕ хăвăрт хута кайни тĕлĕнтерчĕ, Чăвашпотребсоюзăн экспозицийĕсем патĕнче чылайччен чарăнса тăчĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.