Комментари хушас

17 Çĕртме, 2019

Планерка: пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçламалла

«Республика кунĕ умĕн регионта мероприяти нумай иртет. Вĕсене тĕплĕн хатĕрленмелле тата çÿллĕ шайра ирттермелле. Пурин те яваплăха туйса ĕçлемелле», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна уçнă май.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — ЧР Çул-йĕр фончĕн укçипе 2019 çулта мĕнле усă курасси пирки — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Николаев доклад турĕ. Ăна сăмах париччен регион Пуçлăхĕ «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе тата регион шайĕнчи программăсемпе килĕшÿллĕн контрактсене алă пусассине утă уйăхĕнче вĕçлемелле терĕ, унсăрăн проектсем пурнăçланмас хăрушлăх пуррине аса илтерчĕ.

Михаил Игнатьев автоçулсене пăхса тăракан организацисене пур çĕрте те таса пулмаллине — ÿссе кайнă курăка çулмаллине, çÿп-çапа вăхăтра турттарса каймаллине — аса илтерчĕ. Çулсем тунă тата вĕсене юсанă чухне тĕп вырăнта пахалăх пулмаллине пусăм тусах каларĕ.

ЧР ăслăлăх-техника сферинчи пĕчĕк предприятисене хывакан венчур инвестицийĕсен аталанăвне пулăшакан фондăн ĕçĕ-хĕлĕпе тата унăн малашлăх тĕллевĕсемпе çак организацин ĕç тăвакан директорĕ Олег Тришин паллаштарчĕ. Çак фонда 2006 çул вĕçĕнче йĕркеленĕ. 

Планеркăра ваттисене асăнмалли кунпа Троица уявĕ мĕнле иртнине те тишкерчĕç. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.