Комментари хушас

1 Çĕртме, 2019

Пĕрремĕш каналпа пĕрремĕш пулар!

Эпир, Шупашкарта пурăнакансем, Пĕрремĕш канал ирттерекен «Пĕрремĕш пул!» ыркăмăллăх акцийĕ пирки илтмен мар. Ытти çул кунашкал «Пĕрремĕш пул!» ыркăмăллăх акцийĕсем Мускавра, Ярославльте, Краснодарта, Ивановăра, Пензăра, Самарта, Хусанта, Чулхулара, Ĕпхÿре, Астраханьте, Крымра, Тулăра, Дубнăра, Ижевскра иртнĕ. Акă пирĕн патăмăра та çитрĕ вăл.

Ĕмĕт тинех пурнăçланĕ. Паян, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен «çăлтăрсен» десантне йышăнчĕ.

Десантра — çĕршывĕпе паллă артистсемпе спортсменсем, телеертÿçĕсемпе продюсерсем. Çак кун иртекен мероприятисене пурĕ 10 пин ытла çын, çав шутра ачасем, çамрăксем хутшăнĕç. Мероприятисен пысăк пайĕ хулари лапамсенче иртĕ. Шкул çулне çитменнисем Кадет паркĕнче парада тухĕç, «çăлтăрсемпе» зарядка тăвĕç. «Асамçă» вертолет вара ирхине 10 сехет çурăра «Олимпийский» стадиона вĕçсе анчĕ те, шăпăрлансем валли мороженăй илсе килчĕ. Асамçи кам-ши? Паллах, Пĕрремĕш каналти «Тĕлĕнтермĕш уй» хуçи Леонид Якубович! Ачасем ăна тÿрех палласа илчĕç, чи çывăх, палланă çын пекех туртăнчĕç ун патне. Шăрăх кун мороженăйран лайăххи тата мĕн пултăр?

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.