Комментари хушас

27 Çу, 2019

Ачасен лагерĕсенче тÿрĕ кăмăллă çынсем пулччăр

Каникул тапхăрĕ пуçланчĕ темелле — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура сывлăх учрежденийĕсем ачасен çуллахи канăвне йĕркелемешкĕн мĕнле хатĕрленнине тишкерсе хакларĕç.

Вĕрентÿ министрĕ асăннă ĕç валли пĕтĕмпе 474 миллион тенкĕ ытла уйăрнине палăртрĕ. Çак шута бюджет укçи кăна мар, ытти çăл куçран уйăрни те кĕрет. Ачасен 61% /102 пин ытла ача/ канса сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Лагерьсем /стационар йышшисем кăна — 18/ вĕсене çак эрнерех йышăнма пуçлаççĕ ĕнтĕ. Тата — шкулсен çумĕнчи лагерьсем. Профиль сменисем те пулаççĕ — «Юнармия» сменăран пуçласа çулсем çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерекен çамрăк инспекторсене уйрăммăн пухасси таранах.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьева лагерьсен персоналĕн сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — инфекци чирĕсемпе чирлисене ĕçе явăçтарма юрамасть. Тĕрĕслев çавнашкал чылай çынна тупса палăртнă — вĕсем халь сипленеççĕ. Лагерьсен территорийĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлес енĕпе те мерăсем йышăнмалла. Елена Геннадьевна республикăра инфекциллĕ сăвăссене тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ — сыхлăх пушшех кирлĕ.

Михаил Игнатьев вара лагерьсен персоналĕн кăмăл-сипет пахалăхĕсене те тĕрĕслемелли пирки асăрхаттарчĕ. Вĕсен хушшинче судпа айăпланнисем пулмалла мар — ку ахаль те паллă, анчах, ун шучĕпе, çакă кăна çителĕксĕр. Тÿрĕ кăмăллă, хăйсене йĕркеллĕ тытакан çынсем пулччăр: «Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ вĕсене хăйсен ачисене шанса парать», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: