Комментари хушас

23 Çу, 2019

Шалу парăмне татасси - хальхи вăхăтри тĕп ыйту

Паян Федерацин Атăлçи округĕнчи прокуратурăсен уçă форумĕ иртрĕ. Ăна РФ генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев уçрĕ. Интерактив мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва Чăваш Республикин прокуратурин представителĕсем те хутшăнчĕç. Форум ĕçне граждансен ĕçне укçине вăхăтра илмелли саккунлă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухассине халалланă.

"Шалу тÿлемелли сферăра саккунлăхпа тивĕçтересси" дискусси блокĕнче ЧР прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Евграфов калаçрĕ, прокуратура тата влаç органĕсем граждансене шалăва вăхăтра тата туллин парас тĕлĕшпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. РФ генеральнăй прокурорĕ Сергей Зайцев та хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйту - регионсенче ĕç укçи парăмне татасси - прокуратура умĕнчи пысăк яваплăх çеç пулманнине, ĕç çыннине ĕçшĕн вăхăтра хавхалантарасси мĕн пур шайри влаç органĕсен тивĕçĕ те шутланнине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.