Комментари хушас

20 Çу, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 (1093) № 20.05.2019

– Шырав отрячĕ йĕркеленнĕренпе пирĕн экспедицисен географийĕ самай анлăланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, инçетри çĕрсене тухса çÿресси çуркунне, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, пулса иртет. Кăçалхипе 13-мĕш хут шырав иртрĕ. Çак хушăра Смоленск, Калуга, Ленинград облаçĕсене çитме, хăш-пĕр çĕрте темиçе хутчен пулма май килчĕ. Отрядри хастарсене çĕнĕрен çĕнĕ вырăнсем илĕртнĕрен, хальччен тĕпчемен çапăçусем кăсăклантарнăран 2019 çулхи экспедицие Тверь облаçĕнчи Ржев тăрăхĕнче йĕркелеме тĕв турăмăр, — пуçларĕ калаçăва черетлĕ экспедицирен темиçе кун каялла кăна таврăннă ушкăн ертÿçи, И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн Тăван çĕршывăн тата пĕтĕмĕшле историйĕн кафедрин доценчĕ Николай Мясников (Ура айĕнче истори чĕрĕлет. Ирина ИВАНОВА)

«Чи лайăххи», «ылтăн алăллă», «вăйлă», «яланах пулăшать» — ашшĕне темиçе сăмахпа сăнлама ыйтсан çапларах каларĕç Шупашкарта пурăнакан Прокопьевсен ачисем. Амăшĕ пирки вара: «хитре», «ĕçчен», «тутлă пĕçерет» тени илтĕнчĕ. «Ырă кăмăллă» тата «ăслă» сăмахсене вара çывăх икĕ çынни пирки те калама манмарĕç.
Чăн та, çемье пуçĕ Сергей Геннадьевич та, кил ăшшин управçи Надежда Николаевна та пысăк та уçă чунлă пулни тÿрех палăрчĕ. Маттур та хастарскерсем ачисемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ. Ĕçлеме ÿркенменскерсем ывăлĕсемпе хĕрне те тăрăшуллă çитĕнтерме ăнтăлаççĕ.
Шупашкарти нумай ачаллă хастар çемьесенчен пĕрисем Прокопьевсем
(Туслă йыш яланах пĕрле).

* Чăваш Ишек ялĕнче пурăнакан Алена Алексеева аллă картлашка тăвалла хăпарнине ăнланса илчĕ те аса илÿ авăрне путрĕ. Пулни-иртнине куç умне кăларма тăрăшрĕ.
Шупашкарта çуралса çитĕннĕ Алена. Çамрăклах хăйĕн чи çывăх тăванĕсене çухатнă. Ашшĕне пачах та ас тумасть, амăшĕ вара Алена 11 çулта чухне пурнăçран уйрăлнă. Ачисем — виçĕ пĕртăван — сĕм тăлăха тăрса юлнă.
Тăванĕсем пулăшнипе, хăйсем аптраманнине кура мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттерсе ура çине тăраççĕ вĕсем
(Хуларан - яла, ютран - тăван тăрăха).

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.