«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 (1093) № 20.05.2019
* – Шырав отрячĕ йĕркеленнĕренпе пирĕн экспедицисен географийĕ самай анлăланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, инçетри çĕрсене тухса çÿресси çуркунне, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, пулса иртет. Кăçалхипе 13-мĕш хут шырав иртрĕ. Çак хушăра Смоленск, Калуга, Ленинград облаçĕсене çитме, хăш-пĕр çĕрте темиçе хутчен пулма май килчĕ. Отрядри хастарсене çĕнĕрен çĕнĕ вырăнсем илĕртнĕрен, хальччен тĕпчемен çапăçусем кăсăклантарнăран 2019 çулхи экспедицие Тверь облаçĕнчи Ржев тăрăхĕнче йĕркелеме тĕв турăмăр, — пуçларĕ калаçăва черетлĕ экспедицирен темиçе кун каялла кăна таврăннă ушкăн ертÿçи, И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн Тăван çĕршывăн тата пĕтĕмĕшле историйĕн кафедрин доценчĕ Николай Мясников (Ура айĕнче истори чĕрĕлет. Ирина ИВАНОВА)