Комментари хушас

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паян РСФСР тата ЧАССР халăх артисчĕн Николай Григорьевăн 80 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Çак кун театр репертуарĕнче «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ спектакль пулчĕ. Асăннă спектакле суйласа илни ахальтен мар: шăпах 46 çул каялла «Константин Иванов» ĕçĕн премьеринче Константин Иванов сăнарне Николай Григорьев калăпланă.

Çĕрпÿ районĕнчи Çĕньял каччи Николай Григорьев 1961 çулта А.Луначарский ячĕллĕ Патшалăх театр институтĕнче драма тата кино артисчĕн дипломне илнĕ чăваш çамрăкĕсен ушкăнĕпе Шупашкара таврăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине тухнă пĕрремĕш ролĕ «Ромеопа Джульетта» спектакльти Ромео пулнă. Джульетта — унăн мăшăрĕ Нина Григорьева. Çак ĕç — чăваш студийĕн диплом спектаклĕ.

Ун хыççăн 40 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Николай Данилович сцена çине вун-вун сăнарпа тухнă. Куракансемшĕн вăл Орсино та /«Вун иккĕмĕш каç»/, Никита тата Аким та /«Тĕттĕмлĕх тытăмĕ»/, Михаил та /«Манăн чĕре санпа»/, Сентиерпе Айтар та /«Айтар»/, Юхван та /«Çĕрпе хĕр»/, Телей те /«Телейпе Илем»/, Владимир Ленин та /«Çиçĕм хыççăн аслати»/, колхоз председателĕ те /«Чуна кивçен илеймĕн»/, Василий те /«Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ»/…

Николай Григорьева Николай Терентьевăн «Хумсем çырана çапаççĕ» пьесинчи Володя Ульянов рольне те калăплама тивнĕ. Ăнăçлă пулса тухнă вăл. Ахальтен мар пулĕ Ульянов сăнарĕшĕн Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Унсăр пуçне çак ĕçе хутшăннă театр коллективĕн пĕр ушкăнне РСФСРăн К.Станиславский ячĕллĕ премине панă. Мускава та кайса кăтартнă ăна. Лайăх йышăннă унта. Халăх артисчĕ хăй шухăшланă тăрăх — çамрăксен сăнарĕсене калăпланисенчен Володя Ульянова çитекенни пулман.

Хальхи вăхăтра Николай Григорьев профессор Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вăй хурать.

Театр коллективĕ, институтри ĕçтешĕсем чаплă актера сумлă юбилейпе ăшшăн саламларĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: