Комментари хушас

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Шкул çулне çитмен ачасен тата çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Мероприятие Çĕнтерÿ кунне халалланă. Парад 4-мĕш хут иртрĕ.

Ача садне çÿрекенсем паян моряксен, десантниксен, çăлавçăсен, кадетсен тумĕпе утрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи çи-пуçа тăхăннисем те хутшăнчĕç. Пĕчĕкскерсем çак мероприятие мĕн вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпах хатĕрленнĕ.

Шупашкарти тĕрлĕ шкулта ăс пухакан çамрăк армеецсен ушкăнĕсем, Ача-пăча полици академийĕнче вĕренекенсем чăн-чăн салтаксем евĕрех тытрĕç хăйсене. Командирсене чи çирĕп кăмăллисене суйланă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасем патриотла воспитание пăхăнса, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешекенсене асра тытса ÿснĕшĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Парада Полици академийĕн пуçлăхĕ Сергей Чехов ертсе пычĕ.

Парад хыççăн Михаил Васильевичпа пĕрле пурте 3 хут «Ур-ра» кăшкăрчĕç. Сăн питре йăл кулă çиçнĕ вăхăтра «Ур-ра» тени Атăл тăрăх сарăлчĕ.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: