Комментари хушас

6 Çу, 2019

Трактор — тетте мар: унăн кайри чÿречинчен ача тухса ÿкнĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура муниципалитетсен хушшинчи пахчаçăсемшĕн меллĕ вăхăтлăх маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелес ыйтупа транспорт министрĕ Александр Николаев сăмах илчĕ.

Муниципалитетсен маршручĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 269-па танлашать, çав шутра хайхи вăхăтлăххисем — 36. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен çула тухаççĕ. Унччен Чăвашавтотранс тытăмĕнчи «Новосельский» автостанцирен çула тухнă маршрутсемпе çыхăннă çĕнĕлĕх пур. Халь автобуссем Шупашкарти «Раща» чарăнуран каяççĕ. Малтан ыйтусем пулнă — çынсем хăнăхнă йăлапа Çĕнĕ Салари станцие пынă, вĕсене «Ращана» ăсатма тивнĕ, халь хăнăхса çитнĕ темелле — чăрмав çук.

Çул çÿрев темине çĕкленĕ май Михаил Игнатьев иртнĕ шăматкун Вăрнар районĕнче пĕчĕк ачапа пулнă инкек сăлтавĕсемпе кăсăкланчĕ. Патшалăхăн техника юсавлăхне сăнаса тăракан инспекцийĕн пуçлăхĕ Сергей Вязовский каланă тăрăх, тăваттăри арçын ачана ашшĕ кабинăна лартнă. Уя тислĕк леçме кайнă чух пĕчĕкскер тракторăн хыçалти чÿречинчен тухса ÿкнĕ. Прицепăн тимĕр турти çине ÿксе пуçне амантнă. Йывăр суранланнăскере райбольницăна илсе кайнă, анчах, шел, медиксем те пĕчĕкскерĕн пурнăçне çăлса хăварайман.

«Пĕчĕк ачана мĕншĕн трактор кабинине лартнă?» - тенĕ май Михаил Игнатьев уйрăм çынсем усă куракан техника тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Çынсен вара паян техника питĕ нумай. Республикăра тракторсем кăна — 24,3 пин ытла, вĕсен 61% — уйрăм çынсен. Çийĕнчен тата — пин-пин мотоблок. «Водитель удостоверенийĕ кирлĕ мар та — çав мотоблоксемпе ялсенче хĕрарăмсем те, ачасем те çÿреççĕ. Çутăсăр-мĕнсĕр, çулсем çине тухаççĕ…» — йĕрке тумалли, çакă чи малтан çынсен хăйсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирли пирки асăрхаттарса каларĕ Михаил Васильевич.

www.hypar.ru

Рубрика: