«Çамрăксен хаçачĕ» 16 (6262) № 25.04.2019
* Пĕр евĕрлĕ ĕç часах ывăнтарчĕ. Ещĕксене бункера йăтса кĕтĕмĕр. Тĕпне хут сарса тăпра тултартăмăр. Вăл мамăк евĕр кăпăшка, вĕçсе каяссăнах туйăнать. Çавăнпа тăпрана пусарса ещĕксене теплицăна йăтрăмăр. Вăрлăх акас умĕн тăпрана лайăх шăвармалла. Шыв сăрхăнсан вăрра пĕрчĕн-пĕрчĕн акрăмăр. Çиелтен тăпра алласа сапса каллех шăвартăмăр. Унтан хутаçпа витсе хутăмăр. Вăрлăх икĕ кунран шăтса тухмалла. Вĕтĕ вăрра тăпрапа хупламалла мар иккен. Ăна та хутаçпа витрĕмĕр. Ăнсăртран кĕсьери телефон сасă пачĕ. Вулакан шăнкăравлать иккен. Унпа калаçмашкăн айккине пăрăнма тиврĕ. Телефона сÿнтертĕм çеç — асăрхаттару илтрĕм. Ĕç вăхăтĕнче мобильникпе усă курма юрамасть (Корреспондент телефонсăрах кун каçнă. Ольга КАЛИТОВА)