«Çамрăксен хаçачĕ» 16 (6262) № 25.04.2019

25 Ака, 2019

* Пĕр евĕрлĕ ĕç часах ывăнтарчĕ. Ещĕксене бункера йăтса кĕтĕмĕр. Тĕпне хут сарса тăпра тултартăмăр. Вăл мамăк евĕр кăпăшка, вĕçсе каяссăнах туйăнать. Çавăнпа тăпрана пусарса ещĕксене теплицăна йăтрăмăр. Вăрлăх акас умĕн тăпрана лайăх шăвармалла. Шыв сăрхăнсан вăрра пĕрчĕн-пĕрчĕн акрăмăр. Çиелтен тăпра алласа сапса каллех шăвартăмăр. Унтан хутаçпа витсе хутăмăр. Вăрлăх икĕ кунран шăтса тухмалла. Вĕтĕ вăрра тăпрапа хупламалла мар иккен. Ăна та хутаçпа витрĕмĕр. Ăнсăртран кĕсьери телефон сасă пачĕ. Вулакан шăнкăравлать иккен. Унпа калаçмашкăн айккине пăрăнма тиврĕ. Телефона сÿнтертĕм çеç — асăрхаттару илтрĕм. Ĕç вăхăтĕнче мобильникпе усă курма юрамасть (Корреспондент телефонсăрах кун каçнă. Ольга КАЛИТОВА)

* ЧР Писательсен союзĕн членĕнчен, Эмине ячĕллĕ преми лауреатĕнчен, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕнчен Ирина Телейпи-Матьяноваран: "Чылай чăваш хăйĕн чĕлхинчен вăтанать. Канашран иртсен чăваш чĕлхи кирлĕ мар текенсем те пур. Халăхăмăрпа мăнаçланма пĕлместпĕр-ши?", - тесе ыйтсан çапла хуравларĕ:
— Мускавра пурăнннă чух мăшăрпа хамăр хушăра чăвашла калаçсан та хĕрĕм куç умĕнче вырăсланчĕ. Чăваша каялла таврăнсан çулла ялта пурăнтăмăр (
Юратăва упраса хăварма чăваш чĕлхи пулăшрĕ)

* ЧНТРКн телерадиопрограммăсен продюсерĕ Виктор Дмитриев каланă тăрăх, тÿрĕ эфирта ятлаçни те темĕн чухлех пулнă. «Мĕн пакăлтатса ларатăр эсир унта?» — тени те, редакторсем тÿрĕ эфиртан тухса тарни те. Çăмăл жанрпа калаçса ларнă чухне пурне те юрама çук. Çамрăксен кăларăмĕнче кулă та, çăмăлттай юрă-кĕвĕ те кирлĕ (Эфира тухас тесен пĕр пăт тăвар çимелле)

* Телейне ачасенче тупнă

* "Эпĕ сывă таврăнаймасан тепре качча тух"

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.