Комментари хушас

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 2019 çулта Шупашкара йĕркелесе янăранпа 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр.

Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.

Владимир Ростиславович паян Шупашкара килсе çитрĕ. Визитăн тĕп тĕллевĕ — уявсене мĕнле хатĕрленнине хак парасси, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсен витĕмĕпе хулара çĕкленекен çĕнĕ объектсене çитсе курасси, туса çитермелли ĕçсене палăртасси.

Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ хыççăн Правительство çуртĕнче Республика тĕп хулине йĕркелесе янăранпа 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ертсе пычĕ.

Владимир Ростиславович ларăва уçнă май республикăра кăçал тата çитес çул паллă тăвакан уявсем пирĕн вăя, пултарулăха тĕрĕслекен самантсем пулнине палăртрĕ.

— 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçларăмăр, — терĕ вăл. — Пур çăл куçа шута илсен, пурĕ 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне — Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине – бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.

Иртнĕ çул республикăри 21 культурăпа кану учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, культура еткерлĕхĕ шутланакан сакăр объектра — реставраци ĕçĕсем. Вĕсене йĕркене кĕртме 194,1 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, 139 миллионне федераци бюджетĕнчен куçарса панă.

Вăл çавăн пекех çак тапхăрта 56 культура учрежденине юсамалли тата реставраци тумаллине, унсăр пуçне культурăпа массăллă, çутĕç тата издательствăпа çыхăннă 32 мероприяти ирттермеллине палăртрĕ.

Министр Чăваш Ен культура енĕпе федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине ырларĕ. Сăмахран, 2017-2018 çулсенче «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа килĕшÿллĕн 64 культура çуртне юсанă, 49-ăшне хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 82,1 миллион тенкĕ кайнă, çав шутра 70,8 миллионĕ — федераци куçарса пани.

Республика кинозалсем уçас енĕпе те начар мар ĕçлет, федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Юлашки виçĕ çулта хальхи йышши 15 кинозал ĕçлеме пуçланă, кăçал тата виççĕшне хута яма палăртнă. Çав вăхăтрах министр Шупашкарăн, Чăваш Енĕн ятне, сумне тата ытларах çĕклес тăлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене те палăртрĕ. «Кинопа Шупашкара час-часах курма пулать-и-ха? — ыйтрĕ вăл. Çителĕксĕррин хуравне çакăн пек пĕтĕмлетрĕ: «ЧР Культура министерстви çумĕнче Кинокомисси йĕркелемелле, паллă кинокомпанисене йыхравласа хула, регион çинчен хитре, республикăпа паллаштаракан фильмсем ÿкермелле», — терĕ.

Михаил Игнатьев республика юлашки çулсенче культура тытăмĕпе танах туризма аталантарас, çул-йĕр тăвас тата юсас, ял хуçалăхне аталантарас, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен хальхи вăхăтра Раççейĕн 11 наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хула хăйĕн юбилейне мĕнле хатĕрленни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе виçĕ енлĕ — çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, инфратытăмпа, туризмпа çыхăннă объектсене йĕркене кÿртес тата уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе — ĕçленине палăртрĕ.

— Çитĕнекен ăрăвăн хăйĕн тăван хули пирки пĕлмеллех, — терĕ Алексей Олегович. — ку енĕпе хулари шкулсен программине «Манăн хула» предмет кĕртнĕ. Кашни класра Шупашкар историйĕпе паллаштаракан уроксем иртĕç. Çак тапхăрта хулара тата икĕ çĕнĕ шкул, 10 ача сачĕ çĕкленсе ларĕ, обществăри 4 хутлăх çĕнелĕ, культурăпа çыхăннă 12 объекта тĕпрен юсĕç.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — тĕп мероприятисем кăçалхи çурла уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче иртĕç. Уяв программи питĕ пуян: «Стрижи» пилотаж ушкăнĕнчен пуçласа хула техникин парачĕ таранах.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăннă тĕп мероприятисене пурнăçа кĕртсе пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Çурт-йĕре, çулсене юсанипе пĕрлех Чăваш Республикин Кунĕсене ытти регионта йĕркелесси, Акатуй, «Руç ăстисем», «Раççей çăл куçĕсем», Опера фестивалĕ тата ытти фестиваль-конурссем ирттересси те пур планра. Юлашки виçĕ çул хушшинче Мускав кĕперне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хулари вун-вун картише хăтлăх кÿнĕ. Ĕçсем çакăнпа вĕçленмен-ха. Вĕсене те палăртрĕ премьер.

Надежда СМИРНОВА

ШУХĂШ

Екатерина КОКОРИНА, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин мониторинг, тишкерÿ тата стратеги аталанăвĕн департаменчĕн директорĕ:

— Чăваш Ен хăйне евĕрлĕ регион, паян чылай облаçпа крайра пурнăçа кĕртсе пыракан ĕçсене кунта 17 çул каяллах пуçăннă. Çулленех ФАПсем хута каяççĕ, 100 çынран сахал пурăнакан ялсем валли куçса çÿрекен мобильлĕ 6 комплекс туяннă. Кăçал тата унашкал 14 комлекспа пуянланмалла.

Владимир ГУНИК, РФ Туризм енĕпе ĕçлекен агентствăн шалти туризмпа патшалăхăн тĕллевлĕ программисен управленийĕн пуçлăхĕ:

— Эпир республикăпа тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне палăртнă ĕçсене пурнăçланă. Чăваш Республики хатĕрленĕ «Чăваш Ен — Атăл чĕри» проект — пиоритетлă проектсен йышĕнче. Ăна Ростуризмăн «Атăл çулĕ» пысăклатнă инвестици проектне кĕртнĕ. Асăннă маршрут çĕршыври 7 региона çыхăнтарĕ.

Надежда СМИРОВА. mkrf.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: