Надежда СМИРОВА. mkrf.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

8 Нарăс, 2019

Юратнӑ республикӑпа хула юбилейӗсене хатӗрленсе

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 2019 çулта Шупашкара йĕркелесе янăранпа 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр.

Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.