Комментари хушас

5 Нарăс, 2019

Çитĕнÿсене çынсем туптаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларикун Красноармейски тата Муркаш районĕсенче пулчĕ, муниципалитетсен ертÿçисемпе, вырăнти активпа пĕрле районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2018 çулхи кăтартăвĕсене тишкерсе хаклама тата кăçалхи тĕллевсене палăртма хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич тĕл пулусенче палăртнă тăрăх, Чăваш Ен пĕтĕмĕшле илсен ирнĕ çула ăнăçлă вĕçленĕ, кăçалхи бюджет кăтартăвĕсем умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлас шанăçа çирĕплетеççĕ. Унăн тупăш тата тăкак параметрĕсем чăннипех нумай хушăннă: хамарăн тупăш та пысăкланать, Мускав пулăшăвĕ те ÿсĕмлĕ, çавна май социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмĕç. Çав шутра районсене тĕревлеме те укçа пулĕ.

Анчах çакă муниципалитетсене хăйсене те çине тăрса ĕçлеме хистемелле. Районсен çитĕнĕвĕсене ырланипе пĕрлех хавшак енсене те пытармарĕç. Красноармейскисене ЧР Пуçлăхĕ предпринимательлĕхе тăрăшсах аталантармалли пирки асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех харпăрлăхпа, çĕрпе тирпейлĕ тата тĕрĕс хуçаланмалли пирки те сăмах пулчĕ. Тата — налук пухас тĕлĕшпе йĕркене çирĕплетмелле. Хальлĕхе вара вăйпитти, анчах официаллă майпа ĕçлемен çын районта ытла та нумай. Паллах, чылайăшĕ ĕçлет, анчах налук тÿлемест — влаçсен çакăнпа çырлахма юрамасть.

Тĕрĕссипе, çакнашкал ÿпкев Муркашсен ячĕпе те пулчĕ. Çийĕнчен Михаил Васильевич районăн ял хуçалăх производствинчи кăтартăвĕсем чакнине пăшăрханса палăртрĕ. Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенче пĕлтĕр çĕр-çĕр пуç выльăх усрамалли «ăслă» фермăсем хута янине палăртнă май Муркаш тăрăхĕ кунашкаллипе мухтанайманнине палăртрĕ, çывăх вăхăтрах ку енĕпе ĕçлеме тытăнмалли çинчен хытарсах каларĕ.

Рубрика: